Ӗмӗтленнӗччӗ – сасартăк пурнӑҫланчӗ!
Ҫак савӑнӑҫлӑ хумханупа тулнӑ пуплевӗш кашнийӗн пурнӑҫӗнче янранӑ пуль. Паян кӗтмен ырӑ хыпарпа паллашрӑм: Венера Пайгильдина «Ирхи тӗпел» кӑларӑмра интервью панӑ! 22-мӗш июньтен вара асран тухмасть актрисӑн юлашки сӑнарӗ – «Куккук куҫҫулӗ» (ҫыраканӗ – Юхма Мишши, режиссёрӗ — Борис Манджиев, Калмыкирен йыхравланӑскер) спектакльти Эльза сӑнарӗ. Ҫакӑн хыççăн интернетра актрисӑн интервьюне шырама пуҫларӑм, нимех те тупаймарӑм. Паян вара ӗмӗтӗм пурнӑҫланчӗ! Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн Контактри ушкӑнӗнче ҫӗнӗ видеона асӑрхасан тӳрех курма пуҫларӑм, аннене те пӗлтӗртӗм...