Найти в Дзене
Ӗмӗтленнӗччӗ – сасартăк пурнӑҫланчӗ!
Ҫак савӑнӑҫлӑ хумханупа тулнӑ пуплевӗш кашнийӗн пурнӑҫӗнче янранӑ пуль. Паян кӗтмен ырӑ хыпарпа паллашрӑм: Венера Пайгильдина «Ирхи тӗпел» кӑларӑмра интервью панӑ! 22-мӗш июньтен вара асран тухмасть актрисӑн юлашки сӑнарӗ – «Куккук куҫҫулӗ» (ҫыраканӗ – Юхма Мишши, режиссёрӗ — Борис Манджиев, Калмыкирен йыхравланӑскер) спектакльти Эльза сӑнарӗ. Ҫакӑн хыççăн интернетра актрисӑн интервьюне шырама пуҫларӑм, нимех те тупаймарӑм. Паян вара ӗмӗтӗм пурнӑҫланчӗ! Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн Контактри ушкӑнӗнче ҫӗнӗ видеона асӑрхасан тӳрех курма пуҫларӑм, аннене те пӗлтӗртӗм...
3 года назад
Мӗнле нумай утнӑ! 😎
3 года назад
«Вӗҫ, вӗҫ, куккук...» е тӑван енрен аякра путрӑм эпӗ тунсӑха
Ҫулла урамра уҫӑлма пит аван. Ҫапла юлташпа тӗл пултӑмӑр та кӳлмек енне утса анатпӑр. Сасартӑк чарӑнса тӑма тиврӗ – Юхма Мишши хӑйӗн кӗнекисене сутса ларать. Шутламан ҫӗртенех пӗр кӗнекине туянтӑм. Юнашар тӑракан хӗрарӑм – сутаканнисенчен тата тепри – ыран «Куккук куҫҫулӗ» спектакле кайса курма сӗнчӗ. (Сӑмах май, ман ик уйăх ытла ӗнтӗ сумккара йыхрав хучĕ ҫӳрет. Эппин, каймаллах тесе шутларӑм). Спектакль ҫӑлкуҫӗ – Юхма Мишшин романӗ иккен. Режиссёрӗ – Борис Манджиев. Чи малтанах сцена тӗлӗнтерчӗ: мӗн пысӑкӑш уйӑх! Ӗҫ-пуҫ улшӑнса пынӑ май ун тӗсӗ-эрешӗ улшӑнать...
3 года назад
Опубликовано фото
3 года назад
Пуҫне уснӑ ватӑ ҫын, Куҫҫулӗ юхать. Мӑшӑрӗ куҫ хупнӑ ун Ах яланалӑха... Чӗрере ҫак хыпартан Пит тарӑн суран. Ҫупӑрларӗ ҫак ватта Пӗр ача вара. Пӗчӗк пичӗ шухӑшлӑ, Пуҫӗнче карттус. Мӗншӗн килсе ларчӗ-ши Ҫакӑ пӗчӗк тус? "Чим-ха, пӑтранать пуль ӑс...– Шухӑшлать старик. Манӑн мӑнук ҫук, ара, Тен, ку пирӗшти?" Анчах пӗчӗк алӑсем Куҫҫуле шӑлаҫ. Кашни сӗртӗнмессӗрен Ҫӑмӑллӑх параҫ. Арҫын ачан амӑшӗ Питӗ тӗлӗнет: "Кӳрше мӗн калайӗ-ши Ывӑлӑм ман?" – тет. Кайран киле таврӑнсан Калать шӑпӑрлан: "Йӗме пулӑшрӑм ҫынна, Иккӗн ҫӑмӑлрах". © шухӑш
3 года назад
Если нравится — подпишитесь
Так вы не пропустите новые публикации этого канала