Сӑвӑ... Мӗнле ҫуралать-ха вӑл? Хурав тупма йывăр, тен, вӑрттӑнлӑх ку... Пурнӑҫра пулса иртекен пулӑмсене сӑнаса пӗр-пӗр йӗрке ҫырас туртӑм тупӑнать пулас. Савӑнӑҫа та, хурлӑха та пайлас килет ҫыннӑн, вара шухӑшсем кӗвӗленме пуҫлаҫҫӗ, уҫҫӑн янӑрас килет вӗсен. Ирӗклӗн ҫынсем хушшинче вӗҫсе ҫӳрес килет. Ҫӳл тӳпере ярӑнса вӗҫекен ӑмӑрткайӑк евӗр. Ӑмӑртаҫҫӗ вара шухӑшсем, ҫӳлтен ҫӳле вӗҫеҫҫӗ, хӑш-пӗр чух ерипе-е-ен, тепĕр чух ҫиҫӗмле хӑвӑрт! иртсе каяҫҫӗ – тытма ҫеҫ ӗлкӗр. Кашни сӑвӑҫӑн вара хӑйӗн сасси, илемӗ...