«Вӗҫ, вӗҫ, куккук...» е тӑван енрен аякра путрӑм эпӗ тунсӑха
Ҫулла урамра уҫӑлма пит аван. Ҫапла юлташпа тӗл пултӑмӑр та кӳлмек енне утса анатпӑр. Сасартӑк чарӑнса тӑма тиврӗ – Юхма Мишши хӑйӗн кӗнекисене сутса ларать. Шутламан ҫӗртенех пӗр кӗнекине туянтӑм. Юнашар тӑракан хӗрарӑм – сутаканнисенчен тата тепри – ыран «Куккук куҫҫулӗ» спектакле кайса курма сӗнчӗ. (Сӑмах май, ман ик уйăх ытла ӗнтӗ сумккара йыхрав хучĕ ҫӳрет. Эппин, каймаллах тесе шутларӑм). Спектакль ҫӑлкуҫӗ – Юхма Мишшин романӗ иккен. Режиссёрӗ – Борис Манджиев. Чи малтанах сцена тӗлӗнтерчӗ: мӗн пысӑкӑш уйӑх! Ӗҫ-пуҫ улшӑнса пынӑ май ун тӗсӗ-эрешӗ улшӑнать...