Сентябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Çтерлĕ районĕнчи Ямансас ялĕ чăн-чăн чăваш йăли-йĕркин центрне çаврăннă. Кунта «Чăваш халăхĕ яланах пулĕ» (Чувашскому народу нет перероду») чăваш культурин çутă та анлă уявĕ иртнĕ. Мероприятие тĕрлĕ районсемпе хуласенчен, Çтерлĕпе Салават хулисенчи, Авăркас районĕнчи Юламан, Чакăллă, Чăваш Нукасак ялĕсенчи, Çтерлĕ районĕнчи Косяковкăпа Усăллăран, Айгулевăран пурĕ сакăр пултарулăх ушкăнĕ, пуçтарăннă. Хăнасене чăвашсен авалхи йăлипе çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа тараватлăн та ăшшăн кĕтсе илнĕ...
Чувашская газета "Урал сасси"
Ĕмĕрсемпе ăрусене çыхăнтаракан сăваплă вырăн
Йĕкенпуç ялĕ Ишимбай районĕнчи пĕртен-пĕр чăваш ялĕ шутланать. Вăл тăватă пин ытла пурăнакан Петровски ял Канаш хутлăхне кĕрет. Ялта 700 ытла çын пурăнать. Кунта ĕçчен те пуçаруллă халăх тĕпленнĕ. Çак кунсенче йĕкенпуçсем ял 230 çул тултарнине паллă турĕç. Юбилее халалласа пуçару ушкăнĕ (ертÿçи – Николай Филиппов) çине тăнипе тата район администрацийĕ пулăшнипе ял варринче «Ăрусене асра тытса» асăну комплексĕ уçрĕç. Малашне пысăках мар лапам çинче йĕркеленĕ кĕтес килен-каяна иртнине аса илме хистĕ, çавăн пекех ялăн тĕп урамне илем кÿнипе пĕрле сăваплă вырăна çаврăнĕ...
Любовь Иванова – йăла-йĕрке управçи
Кармаскалă тăрăхĕнчи Йăмран ялĕнче пурăнакан чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийĕн пайташне Любовь Александровна Иванована (хĕр чухнехи хушамачĕ Федорова) чăваш халăхĕн авалхи тата хальхи пурнăçне çыхăнтаракан кĕперĕ тесен те йăнăш мар. Пултаруллă хĕрарăм хăй пурнăçне чăваш халăхĕн тумне ăсталас тата илемлетес ĕçе халалланă. Халăх культури вара шăпах çавăн пек çынсем пуррипе сывă. Любовь Александровна 1951 çулхи сентябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Авăркас тăрăхĕнчи Юламан ялĕнче çуралнă. Вырăнти сакăр класлă,...
Физкультура урокĕнчен пурнăç çулĕ çине
Федоровка районĕнчи Урал ялĕнчи шкулти Александр Сергеевич Васильева ку тăрăхра лайăх пĕлеççĕ. Вăл пурнăçĕн 47 çулне юратнă профессине халалланă. Çак вăхăт хушшинче вĕрентекен нумай ачана воспитани панă, вĕсенчен чылайăшĕшĕн спорт киленĕç çеç мар, пурнăçра тĕп вырăн йышăнать. Çамрăк чухнех Александр спортпа туслă пулнă. Каярахпа çирĕп ÿт-пÿпе чăтăмлăх ăна çарта авиаци хĕç-пăшалĕн механикĕ пулма пулăшса тăнă. Хĕсметре те вăл спортпа çывăх пулнă, старшина йĕркеленĕ классикăлла кĕрешÿ секцине çÿренĕ...
Ялĕ пĕчĕк пулин те çыннисем тарават та ĕçчен
Пĕчĕк-и вăл, пысăк-и – кашни ял хăйĕн кулленхи пурнăçĕпе пурăнать. Кунти çынсемшĕн вăл пĕчĕк Тăван кĕтес пулса тăрать. Çавна пулах хаклă та хăй патне туртакан вырăна çаврăннă. Çтерлĕ районĕнчи Любовка ялĕ пирки те çакнах каламалла. Кунта 32 килте сакăр вунна яхăн çын пурăнать, вăл Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ял Канаш административлă территорине кĕрет. 2008 çулччен вара Любовка Чуртан ял Канаш тытăмĕнче пулнă. Ялта ытларах çулланнă çынсем пурăнаççĕ пулсан та кил-çурчĕсем капмар та çирĕп. Ытларах кирпĕчрен хăпартнă, икĕ хутлисене те курма пулать...
