Пĕчĕк-и вăл, пысăк-и – кашни ял хăйĕн кулленхи пурнăçĕпе пурăнать. Кунти çынсемшĕн вăл пĕчĕк Тăван кĕтес пулса тăрать. Çавна пулах хаклă та хăй патне туртакан вырăна çаврăннă. Çтерлĕ районĕнчи Любовка ялĕ пирки те çакнах каламалла. Кунта 32 килте сакăр вунна яхăн çын пурăнать, вăл Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ял Канаш административлă территорине кĕрет. 2008 çулччен вара Любовка Чуртан ял Канаш тытăмĕнче пулнă. Ялта ытларах çулланнă çынсем пурăнаççĕ пулсан та кил-çурчĕсем капмар та çирĕп. Ытларах кирпĕчрен хăпартнă, икĕ хутлисене те курма пулать...
Чувашская газета "Урал сасси"
Йĕкенпуçсем аслă ăрăва манмаççĕ
Кăçал Ишимбай районĕнчи Йĕкенпуç ялĕ хăйĕн 230 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленни çинчен эпир маларах хыпарланăччĕ. Паян çак ĕç-пуç мĕнле пынипе кĕскен паллаштарасшăн. Юбилей тĕлне йĕкенпуçсем ял варринче «Ăрусене асра тытса» монумент лартма тата вăхăт капсули вырнаçтарма палăртнă. Çак ĕçе пурнăçа кĕртес тĕллевпе июль уйăхĕн 31-мĕшĕнче кунта черетлĕ субботник йĕркеленĕ. Пухăннă халăх 10х5 метрлă бордюра вырнаçтарнă, монумент никĕсне ярса çирĕплетнĕ. Иртнине асра тытса, ялăн малашнехи илемĕшĕн тăрăшакан...
Çĕре юратса, ĕçе шухăшласа тума хăнăхнă
Ермеккей районĕнчи Хурамал ялĕнче пурăнакан Семен Сергеев хăйĕн малашлăхне 21 çул каялла, 2005 çулта, суйласа илнĕ. Çак суйлав тăван ялăн пурнăçĕ çине те витĕм кÿнĕ. Пушкăрт патшалăх университечĕн пиллĕкмĕш курс студенчĕ экономика тата управлени енĕпе диплом илнĕ çамрăк çул юппинче тăнă: хăйĕн карьерине Ĕпхÿре тумалла е тăван тăрăха таврăнмалла? Ăна йышăну тума çăмăлах пулман. Анчах та ачаран çирĕпленнĕ çемье хаклăхĕсем иккĕленме паман. Ашшĕ, Михаил Семенович, хăй вăхăтĕнче «Спартак» совхозра уйрăм...
Асра юлчĕç Юманлăхăн çыннисем
Кашни çыннăнни пекех ял-хулан та хăйĕн пурнăç шăпи. Вĕсемпе паллашнă май чылай кăсăк истори пулăмĕсемпе тĕл пулма тÿр килет, ирĕксĕрех тарăн шухăша путатăн. Хăв çав тăрăха пуçласа ура ярса пусатăн пулсан та чĕрере ăшă та лăпкă туйăмсем çуралаççĕ, паянхипе пĕрле иртнине хак парас кăмăл çуралать. Нумаях пулмасть çавăн пек вырăнсенчен пĕринче, Федоровка районĕнчи Юманлăх (Улядаровка) ялĕнче, пулма май килчĕ. Пĕчĕк ял çак кунсенче хăйĕн 105 çулхи юбилейне анлă паллă турĕ. Çавăнпа та малтан унăн кĕске историйĕ çинче чарăнса тăрасшăн...
«Хуплу Фест» – пĕрлĕхпе туслăх уявĕ
Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче кăçалхи Пысăк та туслă çемье çулталăкне халалласа «Хуплу Фест» чăваш наци апат-çимĕçĕн фестивалĕ иртнĕ. Хуçасем хăнасене ял хушшинче «Хурăнлăх» ятпа çÿрекен тĕлĕнмелле илемлĕ уçланка йыхравланă. Конкурса хутшăнакансем районти сакăр ялтан тата Авăркас, Çтерлĕпуç, Пишпÿлек районĕсенчен килсе çитнĕ. Фестивале хутшăнакансенчен кашниех чăваш халăх апат-çимĕçне хатĕрлес ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Кунта тутлă шăршипе илĕртекен хуплăвĕ те, вĕтĕ кукăльсемпе сап-сарă чăх ашĕ, тĕрлĕ наци ĕçми те пулнă...
«Ĕçе чăтăмлăн та юратса пурнăçлатпăр»
Чăвашсем çĕршер çул тĕрĕк, финн-угр, вырăс халăхĕсем хушшинче пурăнсан та хăйне евĕрлĕхне сыхласа хăварма пултарнă. Пирĕн халăхăн историйĕ Атăлçи Пăлхар çĕрĕнчен пуçланать. Çакăнта чăвашсен тĕрлĕ цивилизаципе тĕнсен, культурисен тĕлĕнмелле çыхăнăвĕ пулса иртнĕ. Вăл, паллах, пирĕн халăхăн йăли-йĕркине палăрмалла витĕм кÿнĕ. Пире хĕвел тухăçпа хĕвел анăç, ислампа православи тĕнĕсене çыхăнтармалли тивĕç уйăрнă тесе шутлатăп. Çак çыхăну хальхи вăхăтра та актуаллă. Çавăнпа та пирӗн тӗллев – авалхи тата хальхи еткерлӗхе пулас ăру валли упраса хăварасси...
