«Çын пултаруллă пулсан унăн ÿсĕмĕ пĕлтерĕшсĕр»
Кăçал пурне те ĕмĕр ытла калаçтаракан «Нарспи» поэма авторĕ çуралнăранпа 136 çул çитрĕ. Чăваш поэзийĕн классикне чысласа вăл çуралнă Слакпуç ялĕнче чаплă мероприяти иртрĕ. Çак кун чăваш халăхĕн историйĕнче уйрăмах асра юлĕ. Мĕншĕнне каярах уçса парăпăр. Инçе çула кĕскетсе Слакпуç ялне килнĕ хăнасем йышлă пулчĕç. Çакă уяв шайне тата та анлăлатрĕ, пĕлтерĕшне ÿстерчĕ, илем кÿчĕ. Сумлă поэтăмăра асра тытакансене, унăн пултарулăхне хаклакансене, ăна пуç тайма кăмăл тăвакансене хуçасем ăшшăн та тарават çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç...