Фатих Карим ман шăпара вырăн илнĕ
Лидия Мавлютова. ФАТИХ КАРИМ МАНĂН ШĂПАРА ВЫРĂН ИЛНĔ. Фатих Карим (Фатих Гильманович Карим), манăн ентеш, Пишпÿлек районне кĕрекен Айăт (Аитово) ятлă тутар ялĕнче 09.01.1909 çул çуралнă. Унта эпĕ темиçе те музейĕнче пулса курнă. Эпĕ 1984-1998 мĕш çулсенче Пишпÿлекри район Культура керменĕнче методист пулса ĕçлеттĕмччĕ. Хамăр енчи тĕрлĕ паллă çынсемпе, паттăр вăрçă улăпĕсемпе паллашма тÿр килчĕ. Сывă вăрçă ветеранĕсене хаклама тăрăшаттăмăр, вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă геройсен манми пархатарлă çар ĕçĕсем çинчен нумай каласа пама тÿр килетччĕ. "Подвиг" ятлă хор та йĕркеленĕччĕ. Вĕсем çинчен нумай вуланă та, кашнин шăпине мĕн пĕлнĕ таран тĕпчесе халăх умне кăларма тăрăшнă...