Найти в Дзене
420 подписчиков

1829. Красные Четаи. Чувашия.

С недавних пор на канале в Одноклассниках (Петр Столяров) среди
моих друзей появилась Мая Салампи Селендеева (Скворцова), из села
Батырево Батыревского округа, Чувашской Республики (Чувашия).
За прошедшее время она опубликовала более 10 своих стихов.
Последние её стихи-Самант (Момент) мне понравились. Я думаю, они
Вам тоже понравятся.

Вначале: Заметка от Маи Салампи, показывающая (Из какого Сора
появляются её стихи).
Йӑмӑкӑмпа ирех Атӑл еннелле утатпӑр. Светофор умӗнче тӑнӑ чухне
пӗр машина хыттӑн кӗрлеттерсе иртсе кайрӗ. Юрӑ сасси хӑлханах ҫуратчӗ.
"Кусем дискотекӑран таврӑнаҫҫӗ пуль", - терӗ йӑмӑкӑм кулса. "Камӑн мӗнле", -
терӗм эпӗ те.

САМАНТ

Ҫулӗсем пит нумай ҫӗр ҫинче,
Унталла, кунталла - пур енче.
Миҫе ҫын - ҫавӑн чухлӗ шӑпа,
Ăҫта васкатпӑр-ши?
Мӗн ҫӑмӑлпа?
Тӗрлӗрен кӗнчеле тӗнчере,
Кам туйра, камӑн чӑн чӗмере...
Хӑшӗн савӑнӑҫ ҫак самантра,
Хӑшӗ хыттӑн хӳхлет пуль вара…
Ҫӗн пепке ҫуралать ак - уяв,
Савӑнать ашшӗ-амӑшӗ ав.
Вӑхӑт ҫитнӗ ват ҫыннӑн кайма.
Пуҫтарӑнать пур тӑван ӑсатма.
"Эх, телейлӗ" юлатӑн пӑхса,
Мӑшӑра куҫупа ӑсатса.
Ах, лере нӑйкӑшать хӗр чӗри,
Уйрӑлушӑн йӗрет мӗн тери.
Тӗл пулу. Уйрӑлу. Ик тӑван
Юнашар утӑмлаҫ...
Мӗн тӑван?
Тӗл пулатпӑр - чунра та хӗвел,
Уйрӑлсассӑн тулать тем хӗве.
Кам тупать. Шел, тепри ҫухатать...
Пурнӑҫ ҫулӗ вӑл тӗрлӗ чупать.
Камӑн савӑнӑҫ. Хуйхӑ теприн...
Черетпе хура-шурӑ пурин.
Ҫак самант вӑл - пӗр авӑк анчах,
Мӗн кӑна ылмашмасть-ши.?..
Чӑнах... Пурнӑҫ - вилӗм.
Телей - ырату.
Курайманлӑх - ҫумрах юрату.

27. 07. 2026. Мая Салампи
1829. Красные Четаи. Чувашия.
1 минута