55 подписчиков
Тӗлӗке путас умӗн мана аса ил -
Ыйхӑра сан ҫума катаран ҫивхарайӑп.
Тен, вара, чӗрӳпе мана туйса илӗн,
Аса килӗ сана ачашланӑ ман аллӑм.
Мана аса ил, тӳсейми ывӑнсан та,
Аллусем усӑнсан, хӑвна шеллесе.
Пӗлсем, эп санпа ҫивӑхра пулмасан та,
Сана ҫеҫ савса тапать ман чӗре.
Мана аса ил - эпӗ илтӗп сана:
Янран шӑплӑхра. Каҫпа е ирпе.
Шутла ман ҫинчен.Пулӑн ялан,
Ман чӗрере тапими пуличен…
,……………………..
Упра хӑвна, хӑвна валли...
Упра – улӑштарма май пулмӗ!
Хӑв тӗллӗн хӑв асӑрханни,
Никамшӑн парӑм пулса юлмӗ...
Упра юратуна та, ӗмӗтне те,
Тухмашкӑн тӑрӑш яланах ҫутта:
Усал чӗлхе ҫуне сӗрет темле те-
Чунна уҫса ан кӗрт ютта…
Упра Тур ҫирнине – вӑл ҫин
Сан ӗмӗрте пӗрре кӑна.
Сан Пирӗштийӗн хутаҫҫи,
Тӗпсӗр пыл хуранӗ мар...
Упра хӑвна – хӑвна валли,
Ӗмӗр тӑршӗ - пӗр самант.
Мӗн пурри те - Тур пани
Мӗн шатать? Хӑв мӗн акан…
,……………….
Асту!
Шыв юххине чараймастӑн,
кирлӗ ҫӗре пӑраймастӑн.
Вӑхӑт ҫитет те, иртет те -
тӑхтам ха тесе тӑраймасть вӑл...
Курсам!
Пӳрт тӑрринче, йӑвинче
ик чӗкеҫ уйӑха сӑнаҫҫӗ.
Пуҫӗсемпе пӑркалаҫҫӗ,
шӑплаха итлеҫҫӗ,
пуласлӑха шанаҫҫӗ...
Эй! Сӳнтерӗр хунара!
Иккӗш юлчӗрех вара.
Ан аркатӑр ҫак таса
Тур пани вӑртӑнлӑха…
,…………………
Виҫӗ шӑрпӑк:
пӗрин хыҫҫӑн тепри
чӗртӗнсе ҫунса пӗтрӗҫ часах:
пӗри – сан пите ҫутатса
тепри - куҫусене кӑтартса,
сӑнна тӗплӗнрех палӑртса;
юлашки - тутуна курмашкӑн,
ҫине-ҫине чуп тумашкӑн,
ӗмӗрлӗхе асра тытмашкӑн...
,
1 минута
16 мая