Сахал, кам ҫитӗ тӑхӑрвуннӑна; Нумайӗшӗ ҫитеймӗ вӑтӑра та. Пурнӑҫ иртет; ыйтмасть те вӑл сантан, Ӗлкӗрейместӗн ӑнланма та: Мӗнма эс килнӗ ҫакӑнта… Пӗр шутламасӑр пӑрахатпӑр, Сӑмах паратпӑр та манатпӑр; Кӗтетпӗр лайӑхрахине, Курмастпӑр сӑмса умрине - Ӗнерхипе ялан пурнатпӑр… Ача пек савӑнма хӑймастпар, Ҫумри илемлӗхе курмастпӑр; Ҫӗр ҫул пурнас пек талпӑнатпар, Утнӑ ҫӗртрех- пар такӑнатпӑр - Сывпулашмасӑрах "лере" каятпӑр… Сахал, кам ҫитӗ тӑхӑрвуннӑна - Нумайӗшӗ ҫитеймӗ вӑтӑра та; Ӗлкӗрейместӗн ӑнланма та: Мӗнма эс килнӗ ҫакӑнта… …………………………… ур-кайӑк вӗҫет кӑнтӑра - Ҫулӗ катана. Вӗрене шулҫи татӑлса Анчӗ алӑна. Хӑшпӗрийӗ, калӗ мана: Мӗн тӗлӗнмелли? Ку кӗрхи, юлташӑм, самана - Ҫулҫӑ ун парни. Шулҫӑ вӗҫет, шулҫӑ вӗҫет, Вӑл вӗҫнипе, йӗрес килет Шулҫӑ вӗҫет ҫил-тӑвӑлла Витсе хуплать вӑл ман ҫула, Ҫак чун хурланнӑ самантра Эс ӑшӑ туйӑм ҫуратсам, Мана тӗллен, пул ман парне Кӗрхи саралнӑ вӗрене… Ман куҫа эс лапкӑн ҫеҫ хупла, Путӑп эп ыйха, ҫӗтсе юлнӑ кайӑкла Килӗп таврӑнса. Хӑшпӗрийӗ калӗ мана: Ҫук тӗлӗнмелли. Пурте таврӑанать каялла Хӑй тӑван килне... ………………… Мӗн сана парнелес, Юратнисӗр пуҫне? Тен, чӗрем ылтӑнне? Хӗвелпе ситерес? Тен, каҫхи ҫӑлтӑрсем Илӗртеҫҫӗ сана? Нимӗнле кӑлтӑксем Кансӗрлйемӗҫ мана. Мӗн сана парнелес, Пӗртен пӗр хаклӑ ҫин? Шӑпапа килнӗ эсӗ, Маншӑн ҫеҫ Тур ҫирни. Мӗн сана парнелес? Тен, ҫав шур акӑша, Вӑл кашни ҫуркунне Таврӑнма тӑрӑшать. Тен, кӑвак пӗлӗте? Ҫӗмӗрт шур ҫеҫкине? Саншӑн ҫак тӗнчере Маншӑн ҫук тени ҫук. Мӗн сана парнелес, Пур хакран хаклӑ ҫин? Эс ҫукран эп вилеп, Эс пурпа чӗрӗлеп
6 дней назад