55 подписчиков
Пӗҫертет Хӗвелӗм,
Курӑк ешерет;
Ҫурт тӑрне чӗкеҫӗ
Васкаса вӗҫет.
Чӗкеҫӗм, шур чӗкеҫӗм
Хӗвеле савса
Васкатса чӗнсемче
Ҫуллахи куна!
Парӑп сана тырӑ,
Парӑп тӑрӑ шыв,
Пултӑр ҫӑвӗ ырӑ
Эс те пулӑн сывӑ...
………….
Юр ирӗлет, шывсем чупаҫҫӗ,
Хӗвел кулать куҫне хӗссе;
Шӑнкӑрчсем те, таврӑнаҫҫӗ,
Симӗсленеҫҫӗ вӑрмансем!
Кӑвак тӳпе ирех янрать,
Хӗвел ӑшши савӑнтарать;
Хӗл сиввисем иртсе каяҫҫӗ -
Каялла тек таврӑнмаҫҫӗ…
…………..
Кӑчкӑ Кӗлли.
Кӑчкӑ Кӗлли ҫитрӗ,
Чан сасси ирех.
Ӑшӑ, сап-сар питлӗ
Ялкӑшать Хӗвел.
Тухья евӗр ҫуталса,
Чиркӳсем тӑраҫҫӗ,
Хресӗ ҫинче янраса
Кураксем лараҫҫӗ.
Чиркӳ лаптӑкӗ ҫинче,
Ачасем вылляҫҫӗ,
Кӑчкӑ Кӗлли ҫитнипе
Пурте савӑнаҫҫӗ!
.....................
Мӑнкун.
Урамра ака уйӑх шавлать;
Пӗве сив пӑртан тасалать.
Сар Хӗвел пускил хӗр питӗнче
Аташса хуратут ӳкерет;
Вӑрманти чӗрчунсем,
Пур уйри кайӑксем -
Савӑнаҫҫӗ, выляҫҫӗ, юрлаҫҫӗ;
Капӑр тумлӑ ҫинсем
Чиркӳве ир килсе
«Христос чӗрӗлнӗ!"- тесе
Пӗрпӗрне саламлаҫҫӗ.
«Чӑн та чӗрӗлнӗ!" - тесе
чӗререн хуравлаҫҫӗ.
Около минуты
9 апреля