55 подписчиков
Вилӗмсӗрлӗхе каян урапа ҫине,
Лекме ҫӑмӑл мар, текелеҫҫӗ.
Ун ҫине чи малтан пуянрахисене,
Вырӑнсем тахҫанах хатерлеҫҫӗ…
Сумлӑ та паллӑ пулассисене,
Тиекен урапи те пит хӗсӗк.
Сикӗн унта лекессӗм тесе...
Сиксе ситеймӗн, ҫав, йӗксӗк...
Пӗр урапи, вара, Патаккассине...
Ниҫта васкамасӑр чӗнет,
Ларам ха, сарса улӑмне кут айне
Тен, ҫамрӑлӑха вӑл мана ҫитерет…
……………
Лӗпӗш.
- Лӗпӗшӗм, лӗпӗш,
Тусӑм, кала ха:
Мӗнле пурӑнатӑн
Мӗнле ывӑнмасӑр,
Кун-ҫӗрӗн вӗҫетӗн
Унтала-кунтала
Пӗр вӗҫӗм канмасӑр
Варкӑнтаратӑн?
- Унта та, кунта та
Эпӗ пулатӑп
Тур ҫирнипех
Ӗмӗр пурнатӑп
Вӗҫетӗп уйра та
Пулап вӑрманта та
Мана илӗртет
Ялан кун ҫути
Савӑнтарать
Унӑн савӑк утти.
Хӗвелӗм ҫиҫни те
Чечекӗ пиҫни те
Пӗр кунлӑх мана
Пана ҫеҫ пурӑнма
Тусӑм, эсӗ, вара,
Ан тӗкӗн мана...
…………
Темех те кирлех мар мана,
Ҫут кун чӗнсе хӗвелӗн пайӑрки
Ҫултен янравлӑн ҫӗр ҫине анса
Ман пит ҫине, ман ал ҫине ӳкни...
Пурне те ҫиттӗр ман чӗрем ӑшши,
Пурне те ҫиттӗр юрату хӗлхемӗ
Чуна уҫса сирень шӑрши
Пурне те яшлӑх парнелетӗр…
Темех те кирлех мар мана,
Анчах, ҫаплах, яшлӑхри пек,
Тӑсас килет хам юррӑма,
Хам савнине кӗтес килет...
Пӗлесчӗ халӗ паллама
Аҫта вӑл, манӑн Тур ҫинни,
Пин ҫинлӑ тулӑх пасарта
Ӑҫта ши эс, мана ҫирни...
……………
Деревня Туваны
На горке крутой.
Родник под горою
Со студеной водой.
Все тут отрадно,
Все тут знакомо,
Я вечно скучаю
По краю родному.
Господь дал мне душу,
Я увидел здесь свет,
Смог по буковкам «Мама»
Здесь впервые прочесть.
Навек свой запомнил
Что тех детских лет,
Нет жизни счастливей,
И чудесней их нет.
Я помню, как, папа
По первой росе
Учил меня правильно
Травы косить.
Я помню, как шел
За ним по земле
Ставил картофель
На его борозде.
Я многое видел
Ведь жизнь длинна.
Но где бы я ни был
И что б я не делал –
Ты в памяти вечно
Деревня Туваны -
Вечно родная
Моя сторона!
1 минута
29 марта