Найти в Дзене

Кӗскен каласа...


Шӑнаран тухнӑ слон
Питӗ саслӑ сӗрлет…
***
Эпир ҫамрак -
Тӑн ватӑличен…
***
Сана кирлех марри
Часах тупӑнать…
***
Кашни Айӑк пӗрчирен-
Хӑйне май Ева ҫуралать…
***
Ватӑлнӑ ҫемӗн
Хӗрлӗх ҫирӗпрех…
***
Куҫкескийӗм, ан шарла -
Хамах веҫех куратӑп!...
***
Савнисем йышӗнче
Упашку та пулма пултарать…
***
Эрех ӗҫме пӑрахрӑм.
Тепӗр хут.
Ҫухатаймарӑм иртнинче…
***
Хӑҫан килет ши упӑшки! –
Ӗмӗтленет тет еркӗн….
***
Мӗн калассине
Веҫех каларӑм.
Вӑл тухса кайсан…
***
Тӗрӗс пурӑнни -
Пурӑнма памасть…
***
Акӑш юнашар
Пулсан та,
Чӗкеҫ еннех туртать…
***
Куҫкӗски ӗнер суятчӗ.
Паян вара - ӗлеклет…
***
Пӑхла кут вӑл,
Анчах та, хамӑн…
***
Хӑйӗн арӑмӗпе
Еркӗн чӑланӗнче
Тӗл пулнӑ...
***
Виҫшер черкке пушатрӑмӑр –
Ӗҫме сӑлтав тупас тесе…
***
Самӑр кӗлетке ҫумра пулсассӑн
Таса чун шырамастпӑр…
***
Ал пама хӑнахтарсан хӗре –
Ыталашма та вӑхӑт…
***
Мӗнле пулас ши?
Хампа хам?
Е, тухӑҫлӑ этем?
***
Икӗ ватӑ телейлӗ пурӑнса
Вӗҫисӗр ӗмӗре куҫаҫҫӗ…
***
Ун тӑнӗ-
Анлӑ та пуян-
Чакма пӗлменлӗ енчӗк.
Пачах та уҫманран…
***
Памастӑмчӗ, таха,
Анчах, ыйтмарӗ...
***
Тасаласа ывӑнтӑн-им?
Тен, вараласмарчӗ?...
***
Сӑнсӑр ҫин ҫук, -
Ерех сахал пулать
Кӑна…
***
Пилӗк арӑм каялла
Пӗрне кӑна юратна вӑл…
***
Хама хам тупрӑм.
Анчах та,
Паллаймарӑм…
***
Чӗлӗм тӗпӗ
Катаран
Ҫӑлтӑр евӗр
Курӑнать…
***
Ҫемьери пек -
Кашни хай тӗллӗн -
Шӑпӑрт…
***
Вӑхӑт сыватӗччӗ те, пулӗ,
Анчах та, тухтӑр кансӗрлет…
...............................
Ирӗлтерет. Тӗртленнӗх сывлӑшра,
Унта-кунта хура ҫӗр татӑксем тухаҫҫӗ.
Ҫулсем ҫинче шыв тулнӑ шӑтӑксем курнаҫҫӗ -
Ҫуркунӗ ҫитрӗ манӑн урама...
Чечен кичемлӗх ҫуралчӗ кӑкӑрта;
Ҫурт тӑррине вырнаҫнӑ кӑвакарчӑн,
Ӗнер ирпе кӑларнӑ ҫӑмарта.
Хӑй чӗлхипе чунтан вӑкӑртатать,
Темскер хай чӗпине каласшӑн…
Пӳрт тӑрринчен хӗвеллӗ кӑнтӑрла
Ҫапҫут ахах пек шыв тумлать;
Ана ҫинче пӑс вылляса тӑрать,
Хӗвелӗ тӳпере йӑл-йӑл кулать,
Мӗн пур чӗр чунӗ вӑранать,
Манӑн чӗре те савӑнать,
Ҫӗнӗ сӑвӑ ҫирӑнать….
1 минута