3 подписчика
ВУКОЛОВ - ЭРЛИК
АВАН-И ЭС, ТĂВАН ШУР АТĂЛ
Аван-и эс, Тăван Шур Атăл?
Сана курас сунманччĕ эп.
Эп килнине тусамччĕ хапăл,
Сана манран чăн-чăн хисеп.
Эп çич юта çичшер хутларăм.
Çич ют шывне çич хут тутантăм,
Анчах, хăть те мĕн чул, тутан,
Чăн-чăн танлаштарас пулсан,
Санни пек тутлине курмарăм.
Астиврĕм эпĕ çимĕçне,
Юнпа пăнтăхнă эрехне.
Анчах ниçта та тĕл пулмарăм,
Шуратăлти пек кăмăсне,
Шуратăл кăмăс пеккине.
Около минуты
10 ноября 2023