Найти в Дзене

ФИЛИПП НИКОЛАЕВИЧ ВУКОЛОВ - ЭРЛИК.

(Авторăн алçырăвĕ. Реставрацилесе пурнăçа кĕртекенĕ - Лидия Мавлютова -Шурçăл.)
Умсăмах:
  Орфографи, пунктуаци авторăнни пек улăштармасăр хăварнă. Мĕншĕн тесен, вăл "Чăваш чĕлхин" литературăллă çырăвĕн правилисене улăштариччен çырнă хайлав. Çавăнпа хăш-пĕр сăмахсем расна пулма пултараççĕ, е паян усăланман архаизмсем, диалектсем.)
Умсăмах: Çак асамлă тетрадь вăхăт витĕр пире, халь пурăнакансене, çутă сăнарсем парнелет. Çунса ăшăтакан йĕркесем паянхи кунпа та çыхăнуллă. Сăмахĕсем вара илемлĕ,ĕлĕкхи аслă асаттесем калаçнă пек хумланса, юхса, шăранса пыраççĕ. Сăввисене вуланă чухне, авторăн тапса тăракан чĕри вăраннă пекех туйăнать, сисĕм-туйăмĕ вара вулакана кÿçать, ăна тимсĕр сÿрĕк чунпа хăварса пулмаç. Тен, çавăнпа пулĕ, манăн çапла сăвă йĕркисем çуралчĕç:
ТЕТРАДЬ УМРА...
Тетрадь умра, пăлхавлă хумханса,
Тытап черчен, таса аллăмсемпе...
Кашни питне тирпейлĕн упраса,
Эп киленеп кĕвви - сăввисемпе!
Кивелнĕ вăл, кунсем - çулсем виçсе,
Çĕрĕштерсех шур хутăн сăн - питне;
Шырап куçпа, чун урлă тимлесе,
Тăнлап кашни асамлă сăмахне!

Куллен çунса телей туптакансен -
Хĕлип пиччен, сыхланнă туприсем!
Çав тетрадьре чăн çивĕч сăмахсем -
Чăваш çыннин, малти ĕмĕчĕсем!

Çут Тĕнчепе Урал Çĕршыв кĕвви,
Ял çыннисен ĕмĕт - кăмăлĕсем;
Ăраскалшăн çыхса хунă тĕвви,
Чăваш шăпин асаплă кунĕсем!
Лидия Шурçăл.

Вуколов - Эрликăн реставрациленнĕ ал çырăвĕ:
ТĂВАН ЯЛĂМ.
Ак, ман çырмам, ак, янаварăм,
Шуратăл йÿпĕ - çут çырма.
Кунта ман ялăм - Мелес - пуçăм,
Ĕнтĕ татах вăл хам умрах.

Нумай кунсем... çулсем иртейчĕç...
Ту питсенче вĕр - çĕн вăрман.
Мана ватти - вĕтти паллаймĕç,
Ачи - пăчи - тен, пĕр курман...

Эп астăвап, тул çутăлсанах,
Çараллăн пул тытнисене.
Мелевĕсре шăрăхлатсанах,
Лаша шыва кÿртнисене.

Кунта эп ÿснĕ, аталаннă,
Пухасшăн ăс сумкка çакса,
Кĕнеке чылай суйланă,-
Çулла пулсан çан тавăрса.

Яра куна сĕм - тĕттĕмчченех,
Эп çулнă улăх çаранне.
Е çÿп тыррийĕ пĕтичченех
Хырса якатă çурлине.

Тăван Мелевĕсĕм сăйлатччĕ,
Мана шерпетлĕ шывĕпе.
Ыр улăпсем чылай ÿсетччĕç,
Ун ырă, çут тивлечĕпе.
1 минута