Найти в Дзене

Лидия Мавлютова - Шурзьол, член СП Чувашии.

Кашни кун, хĕвел тухсассăн.

Кашни кун, хĕвел тухсассăн,
Савнăçпа тулать чĕрем.
Эп сывă-ха, пите çусассăн,
Çан-çурăма кĕртеп илем.

Хуçкаланса шăм-шак вататăп,
Çулсем уçса юн тымарне.
Хĕрсе гимнастика тăватăп.
Çапла упратăп ăш варне!

Хитре сăмах ялан калатăп
Юлташсене, ачамсене.
Ырлăх-сывлăх çеç сунатăп,
Аякри тăвансене!

Çак тĕнче питех илемлĕ,
Анчах тăшманĕ те юнать.
Чĕре варне тирет пит меллĕ,
Вăл сăннине хăçан хуçать?

Этем шăпи пулать-и пилсĕр?
Пирĕштисем йĕри тавра!
Чĕлхи тăшманăн питĕ ирсĕр,
Христос хĕресĕ ман çумра!

Чăваш сăмахĕ вăйлă çиçĕм,
Мăн аттесен чечен чĕлхи!
Ун анинче çĕр пинлĕ виçĕм,
Ыр сумлă пурлăх авалхи.

Мана тăшман кулса юнарĕ,
Сисмерĕм, юлтăм айăпа!
Чăваш чĕлхи мана сыхларĕ:
"Сана - чулпа, эс - çăкăрпа!"

Çапла эп сывлăха упратăп.
"Кĕвĕç çынна кĕве çиет!"
Тур хушнă пек сăпай пурнатăп,
"Усал çынна юраймăн",- тет

Усал сăмах чуна кĕртместĕп,
Илессĕм çук чĕлхем çине!
Хирĕçлеме те пĕлейместĕп,
Каçартăр Пÿлĕхçĕ сире!
Лидия Шурçăл. 13.09.2024
Лидия Мавлютова - Шурзьол, член СП Чувашии. Кашни кун, хĕвел тухсассăн.  Кашни кун, хĕвел тухсассăн, Савнăçпа тулать чĕрем. Эп сывă-ха, пите çусассăн, Çан-çурăма кĕртеп илем.
Около минуты