Çĕр çинче ĕçлесе пурăнни, хĕвел тухнине, хирти чечексем çеçке çурнине сăнани, кайăксен юррисене итлесе киленни – çакă мар-и вара этем телейĕ? Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнче пурăнакан Александр Еремеевичпа Галина Власовна Михайловсем çак шухăшпа пĕтĕмпех килĕшеççĕ.
Эпир сире çак чаплă мăшăрпа паллаштарасшăн. Уçă та ырă кăмăллă çынсен тăнлавĕсем çинчи çÿçĕсем кăвакарнă пулсан та куçĕсем йăлтăртатаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен чунĕсем çутă та çамрăк. Михайловсем пурнăçпа киленсе пурăнаççĕ, таврари çынсене хăйсен чун ăшшине парнелеççĕ, çулĕсене пăхмасăр лайăххине шанаççĕ. Вĕсем каласа панисем тăрăх çĕршывăн историне тĕпчесе пулать.
Выçлă-тутлă ачалăх
Ял çыннин пурнăçĕ вырăнти хуçалăхăн ĕç-хĕлĕпе çыхăннă. Мĕн чуль вăй хунă пулĕ ĕç ветеранĕсем колхоза аталантарас тесе. Çемьене, килти ĕçсене хăварса фермăна, хире ака-суха тума, тухăç пуçтарма ир-ирех тухса кайнă. Паянхи кун çав вăхăтсем çинчен Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсенчен тăракан килти пуян архив аса илтерет.
Александр Михайлова – 85 çул! Унăн ĕмĕрĕ ырми-канми ĕçре иртнĕ. Пурнăçĕ вара çăмăл пулман.
Александрăн ашшĕ, Еремей Яковлевич, 1897 çулта çуралнă, Граждан вăрçине хутшăннă, аманса таврăннă. Сусăр пулнăран Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине каяйман, анчах та ăна ĕç армине чĕнсе илнĕ. Шел пулин те, пурнăçран 48 çулта чухнех уйрăлнă. Александр ун чух пилĕк çул тултарнă ача пулнă. Çемьере пилĕк ача ÿснĕ: Александр, Василий пиччĕшĕ тата икĕ аппăшĕпе йăмăкĕ. Тин çеç 18 çул тултарнă Василие 1942 çулта фронта илсе кайнă. Вăл килне çĕнтерÿпе таврăннă, ĕмĕр тăршшĕ Пелепей хулинче нефтяник пулса ĕçленĕ.
Амăшĕ, Елена Максимова, çемьене тăрантас тесе колхозра кунĕн-çĕрĕн тăрăшнă.
Вăрçă хыççăнхи 1946-1947 çулсенче типпе пула çĕршывра выçлăх хуçаланнă. Ял çыннисене çăмăл килмен, çимелли апат та пулман. Колхозра ĕç йывăр пулнă, уншăн ĕç укçи сахал тÿленĕ. Выльăх-чĕрлĕхе çитерме те утă-улăм çителĕклĕ хатĕрлеймен. Пахчари тухăç начар пулсан та уншăн апат-çимĕç налукĕ тÿлеттернĕ.
– Апата пурте каятчĕ: йĕкелсем, çырласем, кăмпасем, тĕрлĕ курăксем, çав шутра кĕпçе, мăян, серте, вĕлтĕрен, пултăран тата ыттисем те. Йывăç хуппине те пуçтараттăмăр, ăна авăртса пăтă пĕçереттĕмĕр, – аса илет йывăр ачалăхне Александр Еремеевич.
Аслисемпе ачасен пĕр ĕмĕт пулнă – пĕр татăк çăкăр çисе курасси. Йывăр пулсан та çынсем аллисене усман, малалла пурăнма вăй-хал тупнă.
Водитель ĕçне суйланă
1956 çулта çичĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Александр колхоза трактор прицепщикĕ пулса вырнаçнă. Каччă водитель пулма ĕмĕтленнĕ. Часах çĕр комиссариачĕ урлă Пелепейри ял хуçалăх механизаци училищинче шофера вĕренсе тухнă. Унтан виçĕ çул хĕсметре тăнă. Çартан таврăнсан Пелепейри 13№ СПТУри каçхи уйрăма вĕренме кĕнĕ, 3 класлă тракторист-машинист удостоверенине илнĕ.
– Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче хĕсметре тăтăм. Вăл вăхăтра СССРпа АПШ хушшинчи хутшăнусем начарччĕ. «Кариб кризисĕ» пуçланчĕ. Пĕрле службăра тăракансенчен чылайăшне Кубăна ăсатрĕç. Эпĕ кунта кирлĕрех пултăм пулас. Танк тата автомобиль çарĕсенче службăра тăтăм. Малтанах Куйбышева (халĕ Самара) чĕнсе илчĕç, çамрăк салтак курсне Новокуйбышевскра иртрĕм. Унтан Эрĕнпур облаçĕнчи Тоцкое ялĕнче танкăн механик-водительне вĕренсе тухрăм. Кĕркунне Казахстана тухăç пуçтарнă çĕре ячĕç. Ун чух çерем çĕтетчĕç, механизаторсем çитменнипе çак ĕçе çар çыннисене явăçтаратчĕç. Кайран каялла Тоцкине таврăнтăм, службăна Куйбышевра вĕçлерĕм. Командирсемпе пысăк должноçри çынсене автомобильпе турттартăм.
«Сирĕн Александр ывăлăр Тăван çĕршыв умĕнчи патриотла тивĕçне тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлать. Командовани ывăлăра тивĕçлĕ воспитани панăшăн чĕререн тав тăвать…», – тесе çырнă 1962 çулта çар чаçĕнчен салтак амăшĕ патне янă Тав çырăвĕнче.
Александр Еремеевич хĕсметри çулĕсене асра тытса халиччен те командир парнине – «За отличные успехи в эксплуатации автомобиля 1962 г» тесе алă пуснă «Учебник шофера» кĕнекине упрать.
Пурнăçне колхоза халалланă
Салтак аттине ĕнер кăна хывнă качча çийĕнчех ĕçе чĕнсе илнĕ. Пысăк опытлă шофер XXI парти съезчĕ ячĕллĕ колхоз председательне, Дмитрий Тамашева, нумай çул турттарнă. 1982 çулта Александр Михайлов сĕт турттаракан автомобильпе ĕçлеме пуçланă. Пĕтĕмĕшле ăста водитель Пелепей районĕпе ун таврари çулсемпе 25 çул çÿренĕ. Тепĕр 18 çулне комплекслă бригадăн бригадирĕ пулса ĕçленĕ. Унăн ĕç-хĕлне фермăна, машинăпа трактор мастерскойне, уй-хир ĕçĕсене, калчасем çитĕнтерекен теплицăсене ертсе пырасси кĕнĕ. Çавăн пекех обществăлла ĕçрен те айккинче юлман вăл. Тĕрлĕ çулсенче Ярмулай ял Канаш депутатне суйланă, районти шалти ĕçсен уйрăмĕн обществăлла инспекторĕсен тата профсоюзри ĕç тĕрĕслев комиссин пайташĕсем пулнă.
Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Производствăри пысăк кăтартусемшĕн тата нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн Александр Михайлова пĕрре мар Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе, премисемпе чысланă. Çавăн пекех ăна 1980 çулта «Социализмла ăмăртăвăн çĕнтерÿçи» паллăпа наградăланă, 1988 çулта Мускав хулине СССР Халăх çитĕнĕвĕсен куравне (ВДНХ) хутшăннă. Ял хуçалăхри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн 1997 çулхи июль уйăхĕнче «ПР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă.
Юратакан чĕресен пĕрлешĕвĕ
Ял ĕçченĕн пурнăçĕн ытларах пайĕ хирте иртнĕ. Кил-çуртпа çемьене вăхăт сахал уйăрнă. Çывăх çыннисем çакна ăнланса йышăннă, килти хуçалăха хăйсемех илсе пынă, çапла майпа вĕсем мăшăрне тата ашшĕне пулăшнă. Александрăн пĕрремĕш арăмĕ йывăр чире пула çамрăклах çĕре кĕнĕ. Вăл икĕ пĕчĕк ачипе тăрса юлнă. Арçынна пурнăçри çак тапхăр çинчен калама çăмăл мар.
Хĕрарăмсăр арçын çунатсăр кайăк пек. Часах Александрăн чĕрине хитре те кăмăллă Галина кĕрсе вырнаçнă. Çамрăк хĕр унран 11 çул кĕçĕнрех пулнă. Ĕçчен те яваплă, интереслĕ те хитре арçын пĕрлешме ыйтсан Галина хирĕçлемен.
Александр Еремеевич Галина ăна хăйĕн хитре те уçă сассипе тыткăнланине пĕлтерет. Халĕ те вăл мăшăрĕ юрланине итлеме юратать. Унăн сасси уйрăмах çемçе те кĕвĕллĕ.
Галина Безрукова та Ярмулай хĕрĕ. Сакăр ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ.
«1930 çулта коллективизаци пынă чух, манăн кукаçин çемйи вăтам хресченсен шутне кĕнĕ. Вĕсем ĕçчен пулнă, пурне те хăйсен аллипе тунă. Кукаçи платник ĕçне лайăх пĕлнĕ. Пĕрре, хĕл иртсен, унăн хăмасем юлнă, вĕсенчен вăл тупăк ăсталанă. «Кирлĕ пулĕ», – тенĕ вăл. Вырăн нумай йышăнмасса унăн ăшĕнче тырă усранă», – аса илет хĕрарăм хăй ăрăвĕнчи историе.
Галинăн ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Унтан таврăнсан нумай çул колхоз ферминче тăрăшнă.
Шкул хыççăн çамрăк хĕр Куйбышев хулинчи çыхăну техникумне вĕренме кĕнĕ. 1979 çулта диплом илсен Пелепей хулинчи почтăна ĕçлеме вырнаçнă. Темиçе çултан тăван ялĕнче почта ертÿçин вырăнĕ пушансан унта ĕçлеме пуçланă. Çак ĕçре вăл тивĕçлĕ канăва кайиччен тăрăшнă. Унăн почтăри ĕç стажĕ 35 çулпа танлашать.
Галина Власовна пĕр кун та юрăсăр пурăнман. «Пĕчĕк чух мана пурте юрлакан сасăпа калаçатăн тесе калатчĕç», – астăвать хĕрарăм. – Вун пилĕк çул вырăнти «Çеçпĕл» фольклор ансамбльне çÿрерĕм. Ушкăн пайташĕсемпе пĕрле концертсенче юрлаттăмăр, конкурссемпе фестивальсене хутшăнаттăмăр. Мăшăр мана пултарулăх киленĕвĕнче ялан ырлатчĕ, пулăшатчĕ. Юлашки вăхăтра çеç репетицисене çÿреме чарăнтăм, çулсем хăйсенне илеççĕ».
Алла аллăн 47 çул
Михайловсем 47 çул пĕрле пурăнаççĕ. Юратупа килĕшÿре 5 ача: виçĕ хĕрпе икĕ ывăл ÿстернĕ. Вĕсенчен кашнийĕ хăйсене килĕшекен профессие суйласа пурнăçри вырăнне тупнă.
Аслă Светлана хĕрĕ, халĕ вăл 63 çулта, тивĕçлĕ канăва тухнă, Кисловодск хулинче пурăнать. 1967 çулта çуралнă Родион ывăлĕ ашшĕн çулĕпе кайнă, вырăнти хуçалăхра механизатор пулса ĕçлет. Вăтам хĕрĕ, 1981 çулта çуралнă Елена, Пушкăрт педагогика университетне пĕтернĕ хыççăн Пелепей хулинче бухгалтер пулса тăрăшать. Хĕрĕх виçĕ çулхи Ольга хĕрĕ Пелепейĕнчи электрофикаципе механизаци колледжĕнче экономист специальноçне алла илнĕ хыççăн Санкт-Петербургри институтран куçăн мар мелпе вĕренсе тухнă, халĕ Ĕпхÿре ĕçлесе пурăнать. Кĕçĕн 39 çулхи Алексей ывăлĕ Пелепейĕнчи «Керамика» заводра ĕçлет.
Михайловсем мăнукĕсемпе мăнаçланаççĕ тата виçĕ кĕçĕн мăнукĕ çуралнипе савăнаççĕ. «Ăру малалла тăсăлнине курнинчен илемли нимĕн те çук», – шутлаççĕ вĕсем.
Канлĕх, хăтлăх тата юрăсем
Михайловсен çурчĕ хăтлăхпа, ырă кăмăллăхпа тата ăшăлăхпа тулнă. Тен, пурне те хăйсен аллипе тунинчен? Кил хуçи арăмĕ йĕппе, çекĕлпе пукан çиттисем, ăшă кофтăсем, çурăм ăшшисем, нускисем, тапочкăсем çыхать. Ал ĕçне аслисенчен вĕренсе юлнă. Митрофан аслашшĕ паллă çĕвĕç пулнă, Евдокия асламăшĕ çăмран çинçе çип арланипе уйрăлса тăнă. Çак ĕçе вĕсем сакăр çултан тума хăнăхнă.
Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем хăнана килсен ватăсен куçĕсем телейпе çиçеççĕ. Асламăшĕ вĕсене тутлă апатсемпе хăналать. Мăнукĕсен чи юратнă апатне – сыра – Галина Власовна хăй хатĕрлет. Килти ĕçе пурнăçланă чух халăх юррисене те юрлать, вĕсем вара унăн репертуарĕнче чылай.
Михайловсем пысăк хуçалăх илсе пыраççĕ, автанпа чăхсем, хуртсем, ĕнепе вăкăр тата пăру усраççĕ. Маларах выльăхсене кĕтĕве янă пулсан, халĕ электрокĕтÿçĕ хатĕрĕпе усă кураççĕ. Хуçалăхра трактор та пур. Ачисем ашшĕпе амăшне пур ĕçре те пулăшаççĕ.
«Ялта выльăхсăр мĕнле пурăнмалла? Выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнни тĕрĕс мар тесе шутлатпăр. Ура çинче чух ĕçлесчĕ-ха. Эпир ĕçе хăнăхнисем-çке», – теççĕ кил хуçисем. Турă вĕсене нумай çула вăй-хăват патăр çеç. Ытти вĕсен çителĕклипех.
Светлана ПРОКОФЬЕВА. Пелепей районĕ,
Ярмулай ялĕ.