Май уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче, Шупашкарта, чăваш поэзийĕн классикне Константин Иванова халалласа чаплă мероприяти иртнĕ. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пултаруллă ентешĕмĕрĕн произведенийĕсене илемлĕ вуласа мала тухнисене чысланă. Чыславра Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка шкулĕнче 8 класра вĕренекен Алина Герасимова та пулнă. Ку ăнсăртран мар. Алина чăваш драма театрĕ йĕркелесе ирттернĕ конкурсра Константин Ивановăн «Икĕ хĕр» сăвăлла юмахне илемлĕ вуласа пултаруллисен шутне лекнĕ. Çак кун Хушăлка хĕрĕн асĕнче Чăваш драма театрĕн администрацийĕнчен диплом тата асăнмалăх парнесем панипе, чăваш сăвăçисемпе тата çыравçисемпе тĕл пулнипе, чыслав вăхăтĕнче «Икĕ хĕр» юмаха вуланипе, чăваш телевиденийĕпе радиовне интервью панипе, «Нарспи» спектакле курнипе асра юлнă. – Паян – чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов ҫуралнӑ кун (27.05.1890 – 26.03.1915). Вун çичĕ ҫулта генилле «Нарспи» поэма ҫырма пултарнӑ сӑвӑҫ хальхи ачасен маттурлӑхӗшӗн ман чухлех савӑнса тӑчӗ пе