Кашни çын пурăннă чух хăйне майлă йĕр хăварать. Çав çул-йĕре, кĕске пулнă-и вăл е вăрăм, мĕнле утса тухнине кура ăна халăх хаклать, асра тытать... Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче çуралса ÿснĕ Татьяна Ванюшина ял хуçалăх наукисен кандидачĕн кун-çулĕ вăрăмах мар пулнă пулин те халăх ăна ырăпа кăна аса илет. Шăпах ăна халалласа тăван ялĕнче «Тивлет» чăваш культурин уçă фестивальне йĕркелеççĕ. Йăлана кĕнĕ мероприяти кăçал пиллĕкмĕш хут иртрĕ. Татьяна ялти пĕлÿ çуртне «пиллĕк» паллăсемпе, Ермеккейри вăтам шкула кĕмĕл медальпе вĕренсе пĕтернĕ. Малалла Пушкăрт патшалăх ял хуçалăх институтĕнче пĕлÿ пухнă. Тăрăшуллă хĕр ăна та хĕрлĕ дипломпа вĕçленĕ, агроном профессине алла илнĕ. Чăваш хĕрĕ Германире стажировка иртнĕ. Пултаруллă специалиста асăннă вĕренÿ учрежденинчех ĕçлеме хăварнă. Унăн çĕре яхăн наука ĕçĕ пичетленсе тухнă, çав шутра нимĕç чĕлхипе те. Вăл Раççейри «Чăваш пики-2002» конкурса хутшăнса иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне Эрехĕрри хĕрĕ хăй вăхăтĕнче сенкер экран çине тухса