Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене

«Çын пултаруллă пулсан унăн ÿсĕмĕ пĕлтерĕшсĕр»

Кăçал пурне те ĕмĕр ытла калаçтаракан «Нарспи» поэма авторĕ çуралнăранпа 136 çул çитрĕ. Чăваш поэзийĕн классикне чысласа вăл çуралнă Слакпуç ялĕнче чаплă мероприяти иртрĕ. Çак кун чăваш халăхĕн историйĕнче уйрăмах асра юлĕ. Мĕншĕнне каярах уçса парăпăр. Инçе çула кĕскетсе Слакпуç ялне килнĕ хăнасем йышлă пулчĕç. Çакă уяв шайне тата та анлăлатрĕ, пĕлтерĕшне ÿстерчĕ, илем кÿчĕ. Сумлă поэтăмăра асра тытакансене, унăн пултарулăхне хаклакансене, ăна пуç тайма кăмăл тăвакансене хуçасем ăшшăн та тарават çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç. Çакăн хыççăн пухăннисем вырăнти шкул еннелле хавхаланса çул тытрĕç. Савăнма, хĕпĕртеме сăлтавĕ те пур. 2025 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Слакпуç шкулне чăваш поэзийĕн классикĕн ятне парасси çинчен калакан ПР Правительствин 613№ постановленийĕ кун çути курнă. Шăпах Кĕçтенттин Ивановăн çуралнă кунне халалланă мероприятинче йышăнăва çирĕплетекен асăну хăмине чаплă лару-тăрура уçрĕç. Уяв хăнисене çак паллă пулăмпа Пелепей муниципаллă район Канашĕн секретарĕ Мара

Кăçал пурне те ĕмĕр ытла калаçтаракан «Нарспи» поэма авторĕ çуралнăранпа 136 çул çитрĕ. Чăваш поэзийĕн классикне чысласа вăл çуралнă Слакпуç ялĕнче чаплă мероприяти иртрĕ. Çак кун чăваш халăхĕн историйĕнче уйрăмах асра юлĕ. Мĕншĕнне каярах уçса парăпăр.

Инçе çула кĕскетсе Слакпуç ялне килнĕ хăнасем йышлă пулчĕç. Çакă уяв шайне тата та анлăлатрĕ, пĕлтерĕшне ÿстерчĕ, илем кÿчĕ. Сумлă поэтăмăра асра тытакансене, унăн пултарулăхне хаклакансене, ăна пуç тайма кăмăл тăвакансене хуçасем ăшшăн та тарават çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç. Çакăн хыççăн пухăннисем вырăнти шкул еннелле хавхаланса çул тытрĕç. Савăнма, хĕпĕртеме сăлтавĕ те пур. 2025 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Слакпуç шкулне чăваш поэзийĕн классикĕн ятне парасси çинчен калакан ПР Правительствин 613№ постановленийĕ кун çути курнă. Шăпах Кĕçтенттин Ивановăн çуралнă кунне халалланă мероприятинче йышăнăва çирĕплетекен асăну хăмине чаплă лару-тăрура уçрĕç. Уяв хăнисене çак паллă пулăмпа Пелепей муниципаллă район Канашĕн секретарĕ Марат Садыков, Раççейри чăвашсен наци культура автономийĕн ертÿçи, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант, Пушкăртстанри чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Виталий Викторов, Пелепей районĕнчи Слакпуç шкулĕн директорĕ Ольга Иванова ăшшăн саламрĕç, малашне те çак ята çÿллĕ шайра тытса пыма сунчĕç. Çакăн хыççăн хăнасене шкулăн историйĕпе кĕскен паллаштарчĕç, вĕренÿ кабинечĕсене кĕрсе курма сĕнчĕç. Çапла асăннă пулăм ĕмĕрлĕхех историе кĕрсе юлĕ.

-2

Малалла çыравçăн пултарулăхне тĕпĕ-йĕрĕпе ăнланас, унăн шухăш-кăмăлне ăша хывас текенсем валли Ольга Андреева музейри наука ĕçченĕ тарăн пĕлÿ паракан интереслĕ экскурси ирттерчĕ. Хăнасене Константин алă ĕç ăсти пулни, йывăçпа ĕçлеме кăмăллани, сĕтел-пукан ăсталани, вĕсем паянхи кунччен сыхланса юлни уйрăмах тыткăна илчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе хăнасемпе хуçасем музей çуртне хирĕç вырнаçнă паркра Константин Иванов вил тăприйĕ тата палăкĕ умĕнче пуç тайса чĕрĕ чечексем хучĕç. Паркра пухăннисем Кĕçтенттийĕн ĕмĕрĕ ытла та кĕске пулнишĕн хурланса калаçрĕç, ăна чăваш литературин тата тĕнче культурин историне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă «Нарспи» поэмăшăн тав турĕç.

Çакăн хыççăн çул Нарспи çăлĕ еннелле выртрĕ. Сиплĕ шыв тапса тăракан çăл патĕнче Слакпуç шкулĕн ачисем чăваш ташши ташларĕç, Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăк ялĕнчи К.Иванов ячĕллĕ шкулта вĕренекен София Алексеевапа Дарина Федорова, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн чăваш уйрăмĕнче ăс пухакан Константин Петровпа Ольга Никитина студентсем, Лидия Шурçăлпа Алексей Емельянов тата Геннадий Челпир сăвăçсем илемлĕ сăвăсем вуларĕç, Чăваш Республикинчи Вăрнар округĕнчи Кушар Юнтапа ялĕнчи арçынсен «Алтăр çăлтăр» ушкăнĕ юрă юрларĕ. Вӗсен юрри-сӑвви ҫӑлкуҫ шывӗн юххин сассипе пӗрлешсе илемлӗ кӗвве ҫаврӑнчӗ.

-3
-4
-5
-6

Мероприятин тепĕр пайне Слакпуç ялĕнчи культура çуртĕнче йĕркелерĕç. Чăваш культурин уявĕ «Санра чăвашăн иксĕлми таланчĕ» ятпа иртрĕ. Унта çÿлерех асăннă хăнасемсĕр пуçне Мускавра 1980 çулта иртнĕ Олимп вăййисен призерĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе СССР спорт мастерĕ Сергей Корнилаев, Ульяновск облаçĕнчи ЧНКА председателĕ Владимир Бабайкин тата унăн çумĕсем Артем Федоровпа Юрий Волынщиков, ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Туслăх çурчĕн регионсемпе ĕçлекен пай ертÿçи Владимир Тяпкин, Эрĕнпур облаçĕнчи Грачевка районĕнчи ЧНКА пуçлăхĕ Николай Рыбаков, Çтерлĕ хулинчи ЧНКА председателĕ Оксана Федорова, Мияки районĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи Иван Павлов, Пушкăрстанри чăвашсен «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, Пелепей тăрăхĕнчи ЧНКА преседателĕ Владимир Яковлев, Слакпуç ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Ольга Егорова хутшăнчĕç. Паллах, илемлĕ сцена çине тухса сăмах калакансем те пулчĕç. Пелепей муниципаллă район Канашĕн секретарĕ Марат Садыков Пелепей район администрацийĕн тата ПР Туслăх çурчĕн Тав çырăвĕсемпе чăваш хастарĕсене Сергей Тефтерева тата Петр Тимофеевпа Алена Андреевана наградăларĕ. Раççейри чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Николай Гаврилов Константин Ивановăн пултарулăхĕпе кун-çулĕ пирки «Çын пултаруллă пулсан унăн ÿсĕмĕ пĕлтерĕшсĕр» тесе пĕтĕмлетÿ турĕ. Унсăр пуçне Николай Федорович чăваш культурине аталантарассишĕн тăрăшакансене, паянхи уява йĕркелесе ирттерме тÿпе хывнисене Владимир Яковлевпа Юрий Михайлова, Вера Павловапа Марина Трофимована Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Мияки тăрăхĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи культура вучахне сÿнме паман Нэля Тимофеева, Слакпуç шкул директорĕ Ольга Ивановапа Çтерлĕ хулинчи ЧНКА ертÿçин çумĕ Людмила Маркина, Çтерлĕри ЧНКА ертÿçи Оксана Федоровапа Пелепейĕнчи Павел Коростелев уйрăм усламçă ЧР Культура тата Вĕренÿ министерствисен, ЧР Туслăх çурчĕн Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Вĕсене Владимир Тяпкин пачĕ.

-7
-8
-9

Нимĕнле уяв та сăвă-юрăсăр иртмест. Çак кунхине концерт программине Пушкăртстан Республикинчи «Тăван кĕвĕсем» (Пишпÿлек районĕ), «Илем» (Мияки), «Тантăшсем», «Пилеш» (Ермеккей), «Силпи», «Пилеш» (Пелепей районĕ), Тутарстан Республикинчи «Тарават»» (Бавлă тăрăхĕ), Чăваш Республикинчи «Алтăр çăлтăр» (Вăрнар округĕ) ушкăнсем, Алена Силпипе унăн ывăлĕ Савелий (Мускав хули), Галина Маркелова (Çтерлĕ районĕ), Нэля Тимофеева (Мияки районĕ), Алена Алексеевапа Алена Андреева (Пелепей районĕ) уйрăм юрăçсем тата Ирина Игнатьева (Пишпÿлек районĕ) ташăçă илем кÿчĕç. Ытарайми чăваш юррисемпе ташшисем куракансен кăмăлне хăпартлантарсах ячĕç. Кашнин артистсемпе пĕрле юрласси, ташласси килчĕ. Мероприяти вĕçленнĕ хыççăн пур ушкăн та, уйрăм юрăçăпа ташăçă та Слакпуç ял хутлăх администраци тата Пелепейри чăвашсен наципе культура автономи ячĕсенчен Тав çырăвĕ илме тивĕçрĕç.

Ирида НОВИКОВА.

Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.

-10
-11