Май уявĕсем умĕн Мияки районĕнчи Еспуç ялне килсе кĕнĕ çĕртре вырнаçнă «Эпĕ Еспуç ялне юрататăп» стелăна чаплă лару-тăрура уçрĕç. Ăна наци стилĕпе килĕшÿллĕн чăваш эрешĕсемпе илемлетсе туса лартрĕç. Çапла майпа стела яла илем кÿнисĕр пуçне мăн асатте-асаннесен культурине хисеп тунин символĕ те пулса тăчĕ. «Эпĕ Еспуç ялне юрататăп» проект вырăнта пурăнакансен вăйĕпе пурнăçа кĕчĕ. Шăпах вĕсем укçа-тенкĕ енчен пулăшу пачĕç – пĕрремĕш эскизсенчен пуçласа стелăна вырнаçтариччен. Еспуç хастарĕсем, пуçару ушкăнĕн пайташĕсем – ял старости Геннадий Григорьев, ветерансен канашĕн председателĕ Раиса Ефремова тата çак йĕркесен авторĕ – палăртнă тăрăх, яла килсе кĕнĕ çĕртре вырнаçнă арт-объект ялăн чунне тĕплĕн сăнласа памалла. Çавăнпа та еспуçсем йăлана кĕнĕ чăваш эрешĕсене пысăк тимлĕх уйăрчĕç. – Асăннă стела пирĕн йăх-несĕлсем çинчен каласа памалла. Чăваш эрешĕ хăйне евĕр управçă, пирĕн астăвăмпа мăнаçлăх шутланать, – пĕлтерчĕç хăйсен шухăшне проект пуçаруçисем. Халĕ яла килсе кĕнĕ çĕртре хăнасен