Çак кунсенче Федоровка тăрăхĕнчи Ашкатар ялĕнчи «Родничок» ача садĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса иртрĕ – «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» Раҫҫейри ҫамрӑксен юхăмĕн уйрăмĕ уçăлчĕ тата ачасене унăн йышне илчĕç. Савăнăçлă мероприятие ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, воспитательсем, Пĕрремĕшсен Канашĕн пайташĕсем тата Ашкатар шкулĕнчи малтанхи уйрăмĕн наставникĕсем хутшăнчĕç. Пухăннисене «Родничок» ача сачĕн ертÿçи Татьяна Вальщикова (çак йĕркесен авторĕ), Ашкатар шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ тата малтанхи уйрăмăн кураторĕ Елена Васильева ăшшăн саламларĕç. «Родничок» ача сачĕ шкулти «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» Раҫҫейри ҫамрӑксен юхăмĕн тухăçлă ĕçлекен уйрăмĕпе тачă çыхăнура: пĕрле мероприятисем йĕркелеççĕ, Пĕрремĕшсен юхăмĕн хастарĕсем ача пахчине шăпăрлансем патне хăнана килеççĕ, тĕрлĕ занятисем ирттереççĕ. Ача садне çÿрекенсене «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» Раҫҫейри ҫамрӑксен юхăмĕн йышне илессипе çыхăннă церемони вăхăтĕнче шăпăрласем сăмах пачĕç, унăн хастарĕсемпе наставникĕсем галстуксем çы
Ашкатарти ача пахчинче «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» малтанхи уйрăмĕ уçăлчĕ
21 апреля21 апр
1
1 мин