Март уйăхĕн 25-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинче Пушкăртстан Республикинчи Халăх пултарулăх центрĕн Эксперт канашĕн XXII ларăвĕ иртрĕ. Шăпах унта Авăркас районĕнчи Чăваш Нукасакĕ ялĕнче пурăнакан Надежда Степанова, Кармаскалă тăрăхĕнчи Сихун ялĕнчи Елена Степанова тата Суук-Чишмари Надежда Янтуганова чăваш хастарĕсем хутшăнчĕç. Надежда Михайловна пухăннисен умне чăваш апат-çимĕçĕн тĕп пуянлăхĕсенчен пĕрне – шăрттан – тăратрĕ. Наци апат-çимĕçне тата чăваш тумĕн пайĕсене хак паракан ĕçлĕ ушкăн йышĕнче филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Нурия Халиуллина, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Гульнара Хусаинова, Сарвар Сурина çыравçă, Эксперт Канашĕн яваплă секретарĕ Нафиса Тулыбаева, Суук-Чишмари чăваш историпе культура центрĕн тĕп специалисчĕ Светлана Матвеева тата ыттисем пулчĕç. Чăваш хĕрарăмĕсем шăрттан тата хуплу хатĕрлесе килнĕччĕ, хăйсем тĕртнĕ пиртен çĕленĕ кĕпесем тăхăннăччĕ. Унсăр пуçне вĕсем экспертсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Хуравсене вара Канашăн ларăвĕнче сÿтсе явас тĕллевпе видео çине çыртарчĕç.