Апрель уйăхĕн 6-мĕшĕнче Çтерлĕпуç район центрĕнчи Культура керменĕнче «Туслăхăн çупкăмĕсем» («Соцветие дружбы») хăй пултарулăх коллективĕсен VIII республика фестивалĕ иртнĕ. Унта районти чи пултаруллă ушкăнсем хутшăнма тивĕçнĕ. Вĕсем «халăх» тата «тĕслĕхлĕ» ятсене илес е тепĕр хут çирĕплетес тесе хăйсен ятарлă программисене хÿтĕленĕ. Тетĕрпуç ялĕнчи «Çеçпĕл» чăваш ансамбльне республикăри халăх пултарулăх центрĕн компетентлă аттестаци комиссийĕ пысăк хак панă. Сцена ăстисен ушкăнĕ пуçласа «халăх ансамблĕ» ята илнĕ. Ушкăна паянхи кун ертсе пыраканĕ – Ирина Петрова вĕрентекен. Паянхи кун ансамбль йышĕнче 10 çын. Вĕсем тĕрлĕ сферăра тăрăшаççĕ. Ушкăн пайташĕсен ÿсĕмĕ: 19 çултан пуçласа 64 çулччен. Вĕсене пурне те чăваш культурине тата йăли-йĕркисене юратни, наци еткерлĕхне упраса çитĕнекен арăва парса хăварма тăрăшни пĕрлештерет. Ансамбль репертуарĕнче хальхи тата паянхи вăхăтпа, çĕнĕлле аранжировка тунă, илемлетнĕ халăх юррисем пулнине палăртса хăвармалла. Ушкăнăн ĕçĕ-хĕлĕ çак çĕр çинче ч
Тетĕрпуçĕнчи «Çеçпĕл» ушкăн «халăх ансамблĕ» ята тивĕçнĕ
14 апреля14 апр
1
1 мин