Найти в Дзене

«Янăравлă чĕрĕ сăмах» пултаруллисене палăртрĕ

Март уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн тутар тата чăваш филологи кафедри Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне, Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, кăçал çавра çул тултаракан чăваш çыравçисене халалласа «Янăравлă чĕрĕ сăмах» илемлĕ вулав конкурсăн пĕтĕмлетĕвне турĕ. Ăмăрту икĕ тапхăрпа иртрĕ. Пултарулăх ăмăртăвĕн пĕрремĕш зонăри тапхăрне Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕнче, Çтерлĕ хулинчи 5№ гимназире тата Çтерлĕпуç, Толбазă шкулĕсенче йĕркелерĕç. Авăркаспа Кармаскалă, Пелепейпе Пишпÿлек, Ермеккейпе Мияки, Çтерлĕпуçпа Федоровка районĕсенчен тата Çтерлĕпе Пелепей хулисенчен 27 шкултан 58 вĕренекен, 32 вĕрентекен хутшăнчĕ. Чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕ сăввисене тĕлĕнмелле илемлĕ тата палăртуллă вуласа 31 ача (иртнĕ çул – 49 ача) иккĕмĕш тура тухрĕ. Конкурсăн пĕрремĕш зонăри тапхăрне ирттерме пулăшнă жюри пайташĕсене – Ҫтерлӗ патшалӑх театрпа концерт пӗрлешӗвӗн илемлӗ сӑмах ӑстине Н.А. Спиридонована, «Урал сасси» хаҫатӑн тӗп редакторне Ю.Н. Михайлова, ПР Халӑхс

Март уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн тутар тата чăваш филологи кафедри Тĕнчери халăхсен тăван чĕлхе кунне, Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, кăçал çавра çул тултаракан чăваш çыравçисене халалласа «Янăравлă чĕрĕ сăмах» илемлĕ вулав конкурсăн пĕтĕмлетĕвне турĕ.

Ăмăрту икĕ тапхăрпа иртрĕ. Пултарулăх ăмăртăвĕн пĕрремĕш зонăри тапхăрне Пелепей хулинчи чăваш гимназийĕнче, Çтерлĕ хулинчи 5№ гимназире тата Çтерлĕпуç, Толбазă шкулĕсенче йĕркелерĕç. Авăркаспа Кармаскалă, Пелепейпе Пишпÿлек, Ермеккейпе Мияки, Çтерлĕпуçпа Федоровка районĕсенчен тата Çтерлĕпе Пелепей хулисенчен 27 шкултан 58 вĕренекен, 32 вĕрентекен хутшăнчĕ. Чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕ сăввисене тĕлĕнмелле илемлĕ тата палăртуллă вуласа 31 ача (иртнĕ çул – 49 ача) иккĕмĕш тура тухрĕ.

Конкурсăн пĕрремĕш зонăри тапхăрне ирттерме пулăшнă жюри пайташĕсене – Ҫтерлӗ патшалӑх театрпа концерт пӗрлешӗвӗн илемлӗ сӑмах ӑстине Н.А. Спиридонована, «Урал сасси» хаҫатӑн тӗп редакторне Ю.Н. Михайлова, ПР Халӑхсен туслӑх çурчӗн – Чӑваш историпе культура центрӗн тӗп специалистне Е.В. Иванована, Çтерлĕпуç районӗнчи Тетĕрпуç ял клубӗн «Ҫеҫпӗл» чӑваш ансамблӗн пайташне И.А. Спиридонова хисеплӗ вӗрентекене тав тăватпăр. Конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕнче вĕренекенсем Юрий Скворцов чăваш çыравçин хайлавĕсене вуларĕç.

Юрий Скворцовăн кашни хайлавĕнче чăваш чĕлхин илемĕ, этем чунĕн тарăн шухăшĕсем палăраççĕ. Вăл çырнă кашни йĕркере – чăнлăх, ырăлăх, илем. Çак кун эпир унăн сăмахĕсене чĕре витĕр кăларса итлерĕмĕр.

Пултарулăх конкурсне хутшăннисене Ĕпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕ Л.А. Афанасьева, «Шур Атăл» литература пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕ, пăлхар историйĕпе культурин Пĕтĕм Тĕнчери Академийĕн пайташĕ Л.А. Мавлютова (Шурҫăл) сăвăç, Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артистки Е.Х. Федорова, ПР вĕрентÿ отличникĕ, Раҫҫей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Кармаскалă районĕнчи Йăмранти вăтам шкулта чăваш чĕлхине вĕрентекен Т.Н. Козлова, Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ отличникĕ, Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхине вĕрентекен Л.Н. Павлова, Ĕпхӳ наука тата технологисен университечĕн Ҫтерлĕ филиалĕн 5-мĕш курсĕнче вĕренекен «Янăравлă чĕрĕ сăмах» илемлĕ вулав конкурсăн çĕнтерÿçи А.Ю. Данилова студентка хак пачĕç. Конкурс координаторĕ Л.В. Коротаева доцент пулчĕ.

Мероприятие пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнче вĕренекен Ольга Никитинапа Константин Петров ертсе пычĕç. Тăваттăмĕш курсра ăс пухакан Елизавета Денисовапа Ольга Никитина ташăпа куракансен кăмăлне çĕклерĕç. Авăркас районĕнчи Степановка шкулĕн вĕренекенĕ Арина Артемьева конкурсантсене чăваш юрри юрласа савăнтарчĕ.

Тупăшакансем пурĕ тăватă ушкăна пайланчĕç. Пĕринче – 8-мĕш классенче вĕренекенсем, тепринче – 9-мĕш классем, виççĕмĕшĕнче – 10-11-мĕш классенче пĕлÿ илекенсем, тăваттăмĕшĕнче студентсем тупăшрĕç. Жюри пайташĕсем çĕнтерÿçĕсене кашни ÿсĕмре палăртрĕç.

Çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илчĕç:

Алексей Ефимов (8 кл., Авăркас районĕ, Меселпуç шкулĕ, ертÿçи – А.И. Ефимова), Алина Герасимова (8 кл., Пишпÿлек районĕ, Хушăлка шкулĕ, И.Г. Степанова), Софья Борцова (9 кл., Пелепейĕнчи 1№ шкул, С.В. Игнатьева), Таисия Петрова (10 кл., Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ, Н.М. Глухов), Ольга Никитина (IV курс, Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ, Л.А. Афанасьева).

Призер ятне илме тивĕçлĕ пулчĕç:

Светлана Герасимова (8 кл., Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ, Т.Н. Козлова), Любовь Зубарева (8 кл., Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ, Т.Н. Вальщикова), Виктория Сергеева (8 кл., Мияки районĕ, Кекен шкулĕ, Т.П. Никифорова), Виктория Явнова (8 кл., Авăркас районĕ, Нукасак шкулĕ, Л.Ф. Осипова), Виктория Глухова (9 кл., Авăркас районĕ, Треппел шкулĕ, И.Р. Виноградова), Лидия Виноградова (9 кл., Авăркас районĕ, Треппел шкулĕ, И.Р. Виноградова), Ангелина Михайлова (9 кл., Мияки районĕ, Еспуç шкулĕ, З.Н. Иванова), Екатерина Кузьмина (10 кл., Пишпÿлек районĕ, Пăслăк шкулĕ, З.Ф. Тимофеева), Савелий Петров (11 кл., Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ, Л.Н. Павлова), Арина Артемьева (11 кл., Авăркас районĕ, Степановка шкулĕ, А.П. Артемьева), Анастасия Ефимова (II курс, Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕ, А.А. Богданова).

Уява çак вĕренекенсем те хастар хутшăнчĕç:

Анастасия Алексеева (3 кл., Пишпÿлекри 1№ шкул, М.И. Захарова), Роман Никитин (5 кл., Авăркас районĕ, Юламан шкулĕ, Ю.Д. Федорова), Полина Антонова (5 кл., Мияки районĕ, Еспуç шкулĕ, С.И. Михайлова), Милена Антонова (7 кл., Мияки районĕ, Еспуç шкулĕ, З.Н. Иванова), Елизавета Никитина (7 кл., Авăркас районĕ, Юламан шкулĕ, Ю.Д. Федорова), Анастасия Молькова (I курс, Çтерлĕри химипе технологи колледжĕ, Л.М. Гибадуллина).

Вун тăваттăмĕш хут иртекен «Янăравлă чĕрĕ сăмах» илемлĕ вулав конкурсăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсем Ĕпхÿ наука технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн дипломĕсене тивĕçрĕç.

Конкурсантсене жюри пайташĕсемпе конкурс координаторĕ саламларĕç. Вĕсем ачасене сăвва уçăмлă, сасса кирлĕ пек улăштарса пăхмасăр калама вĕрентнинче тата хăнăхтарнинче вĕрентекенсен тӳпи пысăк пулнине палăртрĕç.

Уяв пулăшакансемсĕр иртмест. Республика шайĕнчи конкурса ирттерме пире спонсорла пулăшу панă Çтерлĕ педагогика институчĕн вырăс-чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă Дмитрий Цветков чăваш хастарне чĕререн тав тăватпăр. Çавăн пекех конкурсăн пĕрремĕш зонăри тапхăрне ирттерме Пелепей хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Владимир Яковлевпа «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, РФ тата ЧР писателĕсен союзĕсен членĕ Аркадий Русаков çыравçă кĕнекесемпе тивĕçтерчĕç. Лидия Шурçăл поэтесса пултарулăх ăмăртăвĕн çĕнтерӳçисене хăйĕн кĕнекисене парса хавхалантарчĕ.

Сăвă техĕмне туякансене, вĕсене ăша хывма вĕрентекенĕсене, жюри пайташĕсене Ҫтерлĕ хулинчи чӑваш наципе культура автономийĕн ертӳçи Оксана Федорова Тав хучĕсемпе чысларĕ.

Жюри членěсем кăçалхи вулав конкурсне пысăк хак пачěç.

Лариса КОРОТАЕВА, филологи ăслăлăхĕн кандидачĕ, доцент.

Çтерлĕ хули.