2026 çулхи март уйăхĕнче Чăваш Республикинчи Вĕрентÿ министерстви тата «Эткер» пултаруллă ачасемпе çамрăксен центрĕ йĕркеленипе И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе регионсем хушшинчи олимпиада иртнĕ. Ăс-тăн ăмăртăвне Чăваш Республикинчи, Ульяновск облаçĕпе Пушкăртстан Республикинчи 9-11 классенче вĕренекен 109 ача хутшăннă. Пушкăртстан Республикин чысне регионти чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче мала тухнă Ксения Козлова хÿтĕленĕ. Тăрăшуллă хĕр ача Федоровка тăрăхĕнчи Урал ял шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренет. Вăл олимпиадăн кăткăс ыйтăвĕсем çине хуравланă, чылай балл пухса лайăх результатсем кăтартнă. Эпир маттур вĕренекенпе унăн вĕрентекенне, Анастасия Федорована, черетлĕ çитĕнÿпе чунтан саламлатпăр, малашне те çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр. Регион шайĕнчи олимпиадăна хутшăнни Ксенийăшăн пурнăçăн пĕлтерĕшлĕ тапхăрĕ пулса тăнă. Асăннă çул çÿрев хĕр ачана çĕнĕ вăй-хал, опыт, паллашусем, тăван чĕлхене тата та юратса вĕренме хавхаланулл
Ксения Козлова Шупашкарта та лайăх результатсемпе палăрнă
24 марта24 мар
1 мин