Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ял вулавăшĕ черетлĕ уяв мероприятийĕ ирттерекен вырăн çеç мар, тĕрлĕ ăрупа культурăсене пĕрлештерекен чăн-чăн лапам пулса тăчĕ. Вулавăш ертÿçи, вăлах çак йĕркесен авторĕ, Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне тата Пушкăртстан Республикинчи Пысăк та туслă çемье çулталăкне уçнă май питĕ кăмăллă лару-тăру йĕркелерĕ. Çавăнпа та мероприятие килнĕ кашни çын хăйне хаклă хăна пек туйрĕ. Йăла-йĕркесемпе тата уйрăм çынсен шăписемпе çыхăнннă районăн пуян историйĕ пуçтарăннисен калавĕсемпе аса илĕвĕсем урлă çĕнĕрен чĕрĕлчĕ. Туслăхпа килĕшÿре пурăнакан нацисене – вырăссемпе пушкăртсене, тутарсемпе чăвашсене, мăкшăсене – уйрăм тимлĕх уйăрнă. Илемлĕ тумсем, кĕвĕллĕ юрăсемпе хĕрÿ ташăсем – пурте халăхсен культура пуянлăхĕпе тĕрлĕ енлĕхне кăтартса хăйне евĕрлĕ сăн-сăпат парнелерĕç. Ачасем хаваспах халăх юмахĕсен тĕнчине путрĕç, наци эрешĕсемпе усă курса илемлĕ ал ĕçĕсем ăсталарĕç. Сĕтел çине лартнă апат-çимĕç чăн-чăн кулинари çул çÿревĕ пулса тăчĕ. Тин пĕçерсе кăларнă çăкăр