Пелепей районне кĕрекен Слакпуç ялĕнчи вăтам шкулта 9 класра вĕренекен Антон Андреев январь уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче Çтерлĕ хулинче республика шайĕпе иртнĕ чăваш чĕлхипе литература олимпиадин призерĕ пулса тăнă. Ăс-тăн ăмăртăвне республикăри шкулсенче 9-11 классенче пĕлÿ илекен 175 ача хутшăннă, вĕсем тутар, чăваш, мари, удмурт, мордва чĕлхисемпе хăйсен пĕлĕвĕсене кăтартнă. Олимпиадăна çулсерен ПР Вĕрентÿ министерстви ПР Вĕрентÿ аталанăвĕн министерстви, М. Акмулла ячĕллĕ пушкăрт патшалăх педагогика университечĕ, Ĕпхÿ ăслăлăх тата технологи университечĕ пулăшнипе йĕркелесе ирттерет. Антон республика олимпиадине пĕрремĕш хут хутшăнса 200 яхăн вĕренекен хушшинче малти вырăна тухнă. Ачасем чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе викторина ыйтăвĕсем çине хуравланă, диалог йĕркеленĕ, çавăн пекех илемлĕ вулакансен конкурсĕнче ăмăртнă. Антон Мĕтри Мишшин «Кĕтÿç юрри» сăввине илемлĕн вуласа панă. Арçын ача пĕлтернĕ тăрăх, çак çитĕнĕве вăл тăван чĕлхепе тавралăха юратнипе тума пултарнă. Олимпи