Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров январь уйăхĕн 30-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ ПР Патшалăх Пухăвĕ-Курултайĕ тата республика халăхĕ патне тухакан Уçă çырупа паллаштарнă.
Çĕнĕ çулхи тĕп тĕллев пирки
Кăçалхи çулăн тĕп тĕллевне эпĕ виçĕ сăмахпа палăртма пултаратăп – пурте Çĕнтерÿ валли!
Тăшмансем пирки
Пирĕн тăшман – Украинăри тăванла халăх мар, пирĕн тăшман – çĕнĕрен чĕрĕлнĕ, виçерен тухнă неонацизм. Ăна коллективлă Хĕвел анăç сĕмсĕррĕн пăхса ÿстерет, вуншар çул хушши Раççее ют алăпа вăйсăрлатма, пайлама, тĕп тума плансем туса хурать. Вăл пирĕншĕн хаклă та çывăх çĕршыва пире хирĕç янă тарана çавăрчĕ. Украина халăхĕ вара хаяр нацистсен тăмсайĕсемпе русофобĕсен тыткăнне лекнĕ.
Лидер пирки
Пире хирĕç тăракан вун-вун патшалăхăн хаяр кăмăл-туйăмĕпе информаци пусăмĕ, виçерен тухнă критики çĕршыв президенчĕ Владимир Путин çине çеç тиенмелле мар. Ун пек ан пултăр тесен мĕн тумалла? Тÿрех каламалла: эпир хамăр президентпа Аслă тĕпкомандующи лартакан мĕнпур тĕллеве туллин пурнăçлăпăр.
Дронсем туса кăларасси пирки
Пушкăртстан пилотсăр авиаци тата радиоэлектронлă кĕрешÿ енĕпе компетенцисен центрĕсенчен пĕри пулса тăнă. Вăл регионсен «дронофикацийĕ» рейтингра малта пыракан тăрăхсенчен пĕри шутланать. Республикăри сайра тĕл пулакан предприятисем Раççейре чи малтан FPV-дронсемпе пилотсăр аппаратсем валли электродвигательсен йышлă производствине хута янă. Пирĕн инженерсем «Кыш Бабай» тесе ят панă йывăр дрон вĕçев тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, паян хамăр салтаксене пулăшать. Пурĕ СВО зонине юлашки икĕ çул хушшинче 10 пин ытла дрон янă ĕнтĕ. Апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çарсене пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе тивĕçтермелли калăпăша 50% çити ÿстерме хушу паратăп.
Çар çыннисен çемйисене пулăшасси
СВОна хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшмалли 55 тĕрлĕ мера пур. Ун валли бюджетран çулталăкне 30,5 миллиард тенкĕ таран уйăраççĕ. Правительствăран çак ĕçе малалла тăсма, мерăсен тухăçлăхне тишкерме тата вĕсене аталантарас енĕпе сĕнÿсем кĕртме ыйтатăп.
Бюджет чарăвĕсене пула ятарлă çар операцине хутшăнакансен тăванĕсем санаторисенче çăмăллăхлă пурăнассине чарнă. Çак йышăну вырăнсăр тесе шутлатăп. Республика правительствине укçа тупса çак пулăшăва туллин çĕнетме ыйтатăп.
Каялла таврăннă виçĕ пин СВОри салтаксен 78 процентне ĕçе вырнаçтарнă. Муниципалитетсен пуçлăхĕсене ку енĕпе ĕçе вăйлатма хушатăп. «Пĕр чÿрече» режимпа комплекслă консультаци тата практика пулăшăвĕ памашкăн эпир СВОна хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшмалли центрсем уçатпăр. Çулталăк вĕçлениччен кун пек центрсене пур район-хулара та йĕркелемелле.
Медицина реабилитацийĕ пирки
Эпĕ медицина общественноçĕн пуçарăвне ырлатăп, Вăрçă ветеранĕсен республикăри клиника госпитальне Михаил Каменев ятне пама сĕнетĕп. Вăл – хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операци зонине кайнă тухтăр, медицина взвочĕн командирĕ. 2023 çулхи кĕркунне аманнисене эвакуациленĕ чухне вĕсен санитари машинине пилотсăр вĕçекен аппарат тапăннă. Михаил Каменев аманнисене пăрахман, професси тивĕçне мĕн пурнăçран уйрăличченех шанчăклă пурнăçланă. Вĕсем пурте вилнĕ. Вăрçă ветеранĕсен республика клиника госпиталĕ – пирĕн флагман (малта пыракан), пĕлтĕр ăна медицина реабилитацине йĕркелессипе çĕршывра чи лайăххи тесе йышăннă. СВОран таврăннисенчен 86 проценчĕ диспансеризаци иртнĕ, анчах реабилитаци мелĕсене ÿстерме кирлине те ăнланатпăр. «Талкас» санатори никĕсĕ çинче СВОна хутшăнакансемшĕн реабилитаци центрĕ тата СВОран таврăннă мĕнпур çар çыннине физкультурăпа спорт занятийĕсем ирттерме условисем туса памалла. Спорт министерствине Рима Баталова ячĕллĕ спорт хатĕрленĕвĕн центрĕнче СВО ветеранĕсен занятийĕсен графикне çирĕплетме хушатăп. Муниципалитетсене вара СВО участникĕсем валли тÿлевсĕр тренировкăсем ирттерме пултаракан спорт объекчĕсем суйлама ыйтатăп.
Пуç хунă салтаксен ачисем пирки
Вăрçăра пуç хунă салтаксен ачисем – пирĕн ачасем. Пирĕн вĕсене ура çине тăратма, тивĕçлĕ çынсем пулма пулăшмалла. Хаяр тата чунсăр пулма юрамасть. Эпир кун пек фактсене тĕп тума тăрăшăпăр.
Астăвăм пирки
Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн СВО тапхăрĕнче республикăра пурăнакансен çарти тата ĕçри паттăрлăхĕсене ĕмĕрлĕхех çирĕплетмелли çинчен калакан указа ĕмĕрлĕхе хăварма сĕнетĕп. Çавăн пекех ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене халалланă мемориалсене тăвассине палăртма вăхăт çитрĕ. Эпир Ĕпхÿ хулинчи Спорт керменĕ çумĕнче çавăн йышши мемориал йĕркелесси пирки йышăну турăмăр. Ку – питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç.
Çар тата гражданла экономика çинчен
СВО задачисене ăнăçлăн татса парассин тĕп никĕсĕ пирĕн экономикăна çирĕплетесси шутланать. Унăн «пурне те фронт валли, пурне те Çĕнтерÿ валли» памалла. Ку социаллă пĕлтерĕшлĕ задачăсене иккĕмĕш плана куçарнине пĕлтермест. Пĕр вăхăтрах икĕ тĕллеве пурнăçлама тÿр килĕ.
СВО пыни тылра татса паман ыйтусене тÿрре кăлармалли сăлтав пулмалла мар. Социаллă пĕлтерĕшлĕ тăкаксене эпир туллин тивĕçтеретпĕр. Маларах йышăннă плансемпе тата программăсемпе ĕçлетпĕр. 2022 çултанпа эпир 50 ытла пысăк социаллă объект туса лартрăмăр, çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхне чакармарăмăр, парк зониллĕ çĕнĕ микрорайонсем тăватпăр. 600 яхăн общество территорине хăтлăх кĕртнĕ. Çĕр ытла çухрăм автоçул сартăмăр, 500 пин çухрăм – юсарăмăр.
Çĕнĕ территорисене пулăшасси çинчен
Эпир пĕрремĕш кунран пуçласа Раççейри çĕнĕ регионсене пулăшатпăр. Виçĕ çул хушшинче хамăр хÿтте илнĕ Луганск Халăх Республикинчи Красный Луч хулинче 238 çурт-йĕр, 5 млрд тенкĕлĕх социаллă тата инфраструктура объекчĕсем юсанă. Кăçал тата 157 юсатпăр. Кама йывăр – çавна пулăшмалла. Тăванла Донбасс çĕрĕ çине мирлĕ пурнăç килсессĕн хамăрăн экономикапа гуманитари хутшăнăвне тата та анлăлатăпăр.
Тăнăçлăх çитессе кĕтни çинчен
Эпир шăпана тĕрĕслекен вăхăтра пурăнатпăр. 2026 çул та çăмăл килмĕ. Пур яваплă задачăсене те чыслăн татса парасса, пирĕн паттăрсем кĕçех киле ырă-сывă, çĕнтерÿпе таврăнасса шанатăп. Паллă психологăн, концлагерьте пулнă Виктор Франклăн, сăмахĕсене илсе кăтартас килет. «Чи малтан хăвăрт вĕçленессе ĕненекеннисем хуçăлчĕç, кайран – çак япала хăçан та пулин вĕçленессе ĕненменнисем. Хăйсен ĕçĕсене тĕпе хураканнисем тата мĕн те пулин пулма пултарасса кĕтменнисем сывă юлчĕç».
Пирĕн те вăрçă хăçан вĕçленесси пирки пуç ватмалла мар. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлемелле, тапăнакансене хирĕç çирĕп тăмалла. Хамăр пĕрлĕхе çирĕплетмелле. Ума лартнă тĕллевсене татса памалла.
Тĕреклĕ регионсенчен пĕрин пуçлăхĕ пулнă май, эпĕ Пушкăртстан Раççейпе пĕрле çак йывăр вăхăта тивĕçлĕ чăтса ирттертĕр тесе пĕтĕм вăя, опыта тата компетенцие хывăп.
Ун валли вара эпир сирĕнпе паян çак Çырура пĕрре мар каланă пек малалла пур ĕçе те Çĕнтерÿ валли тăвăпăр!
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.