Çак кунсенче кăмăлĕпе те, ÿт-пÿ енчен те чăн-чăн паттăр шутланакан ПАССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Шаран районĕпе Ĕпхÿ хулин хисеплĕ гражданинĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паллă таврапĕлÿçĕ, Шаран районĕпе Паскай ял историйĕсем çинчен çырнă кĕнекесен авторĕ Николай Фомин хăйĕн 103 çулхи çуралнă кунне паллă турĕ. Ку пĕтĕм республикăшăн уяв шутланать. Мĕншĕн тесен Николай Александрович нумай енлĕ пултарулăхĕпе уйрăлса тăрать. Унăн пурнăçĕ – çынсене, хăйĕн çĕрне тата тăван историне халалланă самана сăнарĕ. Николай Фомин 1923 çулхи январь уйăхĕн 4-мĕшĕнче Шаран районĕнчи Паскай ялĕнче çуралнă. 1938 çулта Паскайри 7 класлă, 1942 çулта вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă, кĕске вăхăт хушши Чапаев ячĕллĕ колхозра счетовод, Паскай ял Канашĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ. 1943 çулхи март уйăхĕнче Николай Александрович çар ретне тăнă. Унта вăл 1228-мĕш телеграфпа строительство ротин связисчĕ пулнă. Н.А. Фомин Украинăпа Молдавине нимĕç фашисчĕсенчен тасатнă çĕре те хутшăннă, Румыние, Венгрие, Чехо