Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнчи шкулта пысăк уяв иртнĕ – пĕлÿ çурчĕ хăйĕн çуралнă кунне паллă тунă. Çĕнĕ çурт 1995 çулта хăйĕн алăкĕсене яри уçнă, çакă ялти вĕренĕвĕн çĕнĕ тапхăрĕн символĕ пулса тăнă. Апла пулин те шкул историйĕ чылай маларах, 1927 çулта, пуçланнă. Ун чухне ял çуртĕнче пĕлÿ вучахĕ ялкăшма тытăннă. Пĕрремĕш вĕрентекен Екатерина Яковлевна Попова пулнă, унăн иксĕлми хастарлăхĕ çут ĕç хĕлхемĕсене чĕртсе янă та.
1928 çулта шкул тăватă класлă шутланнă. Квинтильян Григорьевич Ванюшинпа Елена Ивановна Анисимова ачасене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕнĕ. Хаяр вăрçă çулĕсенче эстафетăна Калиста Даниловна Идрисова йышăннă, 1942 çулта ун çумне Просковья Михайловна Ванюшинапа Елена Семеновна Иванова тата Анна Ивановна Семенова хушăннă.
1952 çулта Эрехĕрри шкулне районти вĕренÿ пайĕн ертÿçи Екатерина Никифоровна Сорокина тата шкул директорĕ Иван Николаевич Артемьев тăрăшнипе çичĕ çуллă пĕлÿ çурчĕ статус панă, 1964 çулта (директорĕ – Иван Федорович Ванюш