– Ырă кун пултăр! Ольга, пире хăвăрпа паллаштараймăр-ши?
– Эпĕ - Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Çтерлĕ филиалĕн пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн 4-мĕш курс студентки. Асăннă факультетра тутар тата чăваш филологи кафедри пур. Унта тăван (чăваш) чĕлхипе литературине, çавăн пекех акăлчанпа турккă чĕлхисене вĕрентеççĕ. Çак факультетран вĕренсе тухакансем чăваш чĕлхипе литература тата акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕсем пулса тăраççĕ. Паллах, чун туртнипе ытти сферăсенче те ĕçлеме пултараççĕ. – Чăваш уйрăмĕнче вĕренме сире килĕшет-и? Мĕншĕн çак уйрăма суйласа илтĕр?
– Чăвашла çырма, вулама эпĕ мĕн пĕчĕкренех юратнă. Шкул çулĕсенчех чăваш чĕлхипе тата литературăпа тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Вăл вăхăтрах эпĕ республика шайĕнче иртекен олимпиадăсенче çĕнтерсе район пуçлăхĕнчен вуншар пин тенкĕлĕх преми илсе савăннă. Ун чухне пире Çĕньял вăтам шкулĕн директорĕ, тăван чĕлхепе литература учителĕ пулса ĕçлекен Николай Михайлович Глухов вĕрен