Кирек мĕнле ялăн аталанăвĕ, малашлăхĕ вырăнти çынсенчен нумай килет. Тĕрĕсрех, пуçаруллă ял-йышран. Çакна çирĕплетме чылай тĕслĕх илсе кăтартма пулать. Эпир вĕсем çинчен пĕрре мар çырнă, каласа панă. Акă, Кăшарни (Турă шыва кĕнĕ кун) умĕн Мияки районĕнчи Тимеш ялĕнче пулса иртнĕ ырă пулăм та çавсен шутне кĕрет.
Январь уйăхĕн 18-мĕшĕнче тĕн уявĕ умĕн кунта Тимеш çăлкуçĕ текен вырăнта таса шыва кĕмелли купель уçрĕç. Çанталăк самай сивĕ тăнине пăхмасăр ял-йыш çеç мар, таврари ялсенчен те çынсем йышлă пухăнчĕç. Çак кун православине йышăннисемпе пĕрле ислам тĕнне ĕненекенсем те пулчĕç, уяв ячĕпе йĕркеленĕ вăйă картине тăчĕç. Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕнче çак пулăм уйрăмах пĕлтерĕшлĕ те символлă пулса тухнине палăртмалла.
Купель уçнă кун Тимеш çĕрĕ çинче сумлă хăнасем те килсе çитнĕ. Вĕсен шутĕнче – район администраци пуçлăхĕ Наиль Гумеровпа Ĕпхÿри биологи наукисен докторĕ Владислав Сергеев мăшăрĕсемпе, асăннă тĕн объектне никĕслес ĕçре чылай тăрăшнă Алексей Андреев чăваш хастарĕ (Хусан хули), «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов тата ыттисем. Савăнăçлă митингра Наиль Гумеров, «Нива» СПК ертÿçи Александр Петров, Тимеш ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Рамзия Никитина, Тихон иероманах атте, Алексей Андреев сăмах тухса каларĕç. Вĕсем кашниех хăйсен сăмахĕсемпе ĕненÿпе тата йышпа туслă пурăнакан халăх кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пултарнине çирĕплетрĕç, ялти çынсене тата вырăнти хуçалăх ĕçченĕсене çак ырлăхшăн тав турĕç. Сумлă хăнасем символлă хăйăва каснă хыççăн пухăннă халăхăн пĕр пайĕ шыва кĕмелли кĕтесе хак пачĕ, пит-куçа таса шывпа çуса Турăран чир-чĕртен сыхлама пулăшу ыйтрĕ. Теприсем таса çăлтан Кăшарни шывне савăтсем çине тултарма черете тăчĕç.
Эпир вара çак сăваплă ĕçĕн пуçаруçисемпе тĕплĕнрех паллашма шутларăмăр. Пире пулăшма Алексей Андреев килĕшрĕ.
– Эпĕ çак ялтах çуралса ÿснĕ, анчах та хальхи вăхăтра Хусан хулинче пурăнатăп. Тăван ялпа çыхăнăва çухатман. Пĕррехинче тăван тăрăха килсен колхоз председателĕ Александр Федорович купель лартас шухăша пĕлтерчĕ, мана çак ĕçе çамрăксемпе тытăнса пăхма сĕнчĕ. Хăй енчен пулăшу пулассине те шантарчĕ. Тус-тантăшсемпе канашланă хыççăн килĕшрĕм. Çапла ĕçе кÿлĕнтĕмĕр. Ял-йышăн тата çак тăрăхра çуралса ÿснисен тăрăшулăхĕпе пулăшăвне пула çур çул хушшинче ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртрĕмĕр, пĕтĕмĕшле 400 пин тенкĕ ытла тăкакларăмăр. Çак самантпа усă курса пурне те тав сăмахĕ каласшăн. Малашне купелĕн никĕсне çурхи шывсенчен çирĕплетесшĕн тата тулаш енне профнастил витсе илемлетесшĕн, – терĕ Алексей Леонидович тунă ĕçсене кĕскен пĕтĕмлетсе тата малашлăх планĕсемпе паллаштарнă май.
Çав вăхăтрах вăл çак таса вырăн этемлĕхшĕн тăнăçлăхпа лăпкăлăх илсе килекен, ут-пÿпе чун-чĕрене чир-чĕртен сыхлакан сăваплă вырăн пуласса шаннине те систерчĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.