Найти в Дзене

2026 çула мĕнле кĕтсе илмелле?

Çулталăк символĕн характерĕ Хĕрлĕ вут-çулăмлă Лаша – хăюллă, малалла тата çĕнĕ мыскарасем патне ăнтăлакан символ. Çулталăк символĕ кивĕлĕхе тата кичеме юратмасть. Çавăнпа та 2026 çул улшăнусем, ÿсĕмпе аталану илсе килĕ. Лаша мал ĕмĕтлĕ тата тÿрĕ кăмăллă, ултава юратмасть. Çав вăхăтрах вăл кутăнлăхне те кăтартма пултарать, компромислă йышăнусене кăмăлламасть, лару-тăру ыйтнипе килĕшмест. Çулталăк символĕ коллективра пулма юратать, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Çĕнĕ çула мĕнле хатĕрленмелле? Çитес Çĕнĕ çула тĕрĕс кĕтсе илес тесен хăвăр хутлăхăра тата шухăшăрсене йĕркене кĕртмелле. 1. Кил-çурта тасатмалла, кирлĕ мар япаласенчен хăтăлмалла. Китай йăли-йĕркинче Çĕнĕ çул çитиччен кил-çурта тасатасси малти вырăнта тăрать. Ванса ларнă, ĕçлемен, юлашки çулта усă курман япаласене кăларса ывăтăр. Вĕсене ыркăмăллăхпа çыхăннă организацисене е тирпейлекен промышленность предприятийӗсене пама пулать. Çакна Çĕнĕ çул çитиччен темиçе кун маларах тума сĕнеççĕ. Вăл çĕнĕ вăй-хăват çуратĕ. 2. Парăмсене па

Çулталăк символĕн характерĕ

Хĕрлĕ вут-çулăмлă Лаша – хăюллă, малалла тата çĕнĕ мыскарасем патне ăнтăлакан символ. Çулталăк символĕ кивĕлĕхе тата кичеме юратмасть. Çавăнпа та 2026 çул улшăнусем, ÿсĕмпе аталану илсе килĕ. Лаша мал ĕмĕтлĕ тата тÿрĕ кăмăллă, ултава юратмасть. Çав вăхăтрах вăл кутăнлăхне те кăтартма пултарать, компромислă йышăнусене кăмăлламасть, лару-тăру ыйтнипе килĕшмест. Çулталăк символĕ коллективра пулма юратать, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет.

Çĕнĕ çула мĕнле хатĕрленмелле?

Çитес Çĕнĕ çула тĕрĕс кĕтсе илес тесен хăвăр хутлăхăра тата шухăшăрсене йĕркене кĕртмелле.

1. Кил-çурта тасатмалла, кирлĕ мар япаласенчен хăтăлмалла. Китай йăли-йĕркинче Çĕнĕ çул çитиччен кил-çурта тасатасси малти вырăнта тăрать. Ванса ларнă, ĕçлемен, юлашки çулта усă курман япаласене кăларса ывăтăр. Вĕсене ыркăмăллăхпа çыхăннă организацисене е тирпейлекен промышленность предприятийӗсене пама пулать. Çакна Çĕнĕ çул çитиччен темиçе кун маларах тума сĕнеççĕ. Вăл çĕнĕ вăй-хăват çуратĕ.

2. Парăмсене парса татмалла. Енчен те çывăх çынсемпе юлташсен умĕнче укçа-тенкĕ парăмĕсем, пушă шантарусем, пурнăçа кĕртсе пĕтермен проектсем пур пулсан, пĕтĕм парăмсене тата ĕçсене декабрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен вĕçлемелле.

3. Кÿренÿсене ан пухăр, каçарма пĕлĕр. Харпăр пурнăçри тата ĕçри хутшăнусене йĕркене кĕртме тăрăшăр, харкашусене аса ан илĕр. Çулталăка каçарнипе тата ырă ĕçсемпе пуçламалла.

4. Автомобиль пуррисен уяв çитиччен транспорта çуса тасатмалла, бака топливо тултармалла. Çак паллă çитес çулта аварисен шучĕпе ванса ларас хăрушлăха чакарассине пĕлтерет.

2026 çула мĕнле тĕрĕс кĕтсе илмелле?

Лаша ушкăнра пулма юратакан чĕр чун. Çавăнпа та уява шавлă ушкăнпа кĕтсе илме сĕнеççĕ. Хускану, савăнăçпа йăл-кулă нумайрах пулсан, çитес çул çавăн чухлĕ телей кÿрĕ. Çывăх çыннăрсемпе тата юлташăрсемпе пуçтарăнса Çĕнĕ çула паллă тусан аванрах. Çак асамлă каç пĕччен юлма кирлĕ мар. Енчен те никампа та паллă тума май çук пулсан, хулан тĕп урамне е лапамне çитме васкăр.

Сенкер экран çинчи курантсем вун икӗ хутчен çапнă вăхăтра ĕмĕтленĕр, уяв сĕтелĕ хушшинче çитес çулхи плансем çинчен каласа парăр. Çавăнтах ĕмĕтсен карттине тума тата тĕллевсен списокне хатĕрлеме пулать.

Кил-çурта мĕнле илемлетмелле?

Чăн малтан кил-çурта тасатмалла, кашни кĕтесне çумалла. Çурт ăшне капăрлатнă чух хĕрлĕ, ылтăн, терракот тата пăхăр тĕссемпе усă курăр. Вĕсем çулталăк символĕн кăмăлне кайĕç. Лаша кÿлепине уяв сĕтелĕ çине лартăр, чăрăш çине асăннă чĕр чуна сăнланă теттесем çакăр. Çавăн пекех çулталăк символĕнчен тăракан хутран касса кăларнă япаласемпе (вытынанка) эрешлеме пулать.

Уява мĕн тăхăнса кĕтсе илмелле?

Çĕнĕ çул каçĕ валли хĕрлĕ, хĕрлĕ сарă, хăмăр тата ылтăн тĕслĕ тумсем суйласан аванрах. Тумтир меллĕ пулмалла, вăл хусканусем тума, çĕрĕпе ташлама чăрмантармалла мар. Ăнăçу илĕртме ылтăн тĕслĕ лаша е такан ÿкернĕ эрешсемпе усă курăр.

Çĕнĕ çул сĕтелĕ валли мĕн хатĕрлемелле?

Çулталăк символне килĕшекен сăйсене суйламалла. Лашасем кишĕр тата пан улми юратаççĕ. Çавăнпа чĕрĕ пахча çимĕçрен салатсем хатĕрлеме, корица хушса пан улмисем пĕçерме пулать. Десерт апачĕ валли – кишĕр торчĕ е сĕлĕ печенийĕ. Аш-какай апачĕ валли кăвакал е кăркка юрăхлă. Лаша тата чăх (Лаша ăна айван тесе шутлать) какайĕпе, тинĕс çимĕçĕсемпе (вут-çулăмлă Лаша шывпа харкашура) усă курма юрамасть. Уяв сĕтелне хĕрлĕ çуртасемпе, ылтăн ывăссемпе тата çутă эрешсемпе илемлетмелле. Тĕксĕмрех тĕссенчен пăрăнса иртме тăрăшăр.

Çĕнĕ çулта мĕн парнелемелле?

Çĕнĕ çитĕнÿсем тума тата малалла ăнтăлма хавхалантаракан, ахаль савăнăç кÿрекен парнесем телей кÿрĕç. Сăмахран, тĕллевсене çырса пыма тата план тума пулăшакан ежедневниксем. Çĕнĕ вĕренÿ сертификачĕсем аталанма пулăшĕç. Мастер-классемпе ташă урокĕсем çулталăка пуçаруллă та интереслĕ пуçлама май парĕç. Хĕрарăмсем валли хĕрлĕ е ылтăн тĕслĕ эрешсем, таканлă сулăсем суйлама пулать. Арçынсене – хĕрлĕ-ылтăн тĕслĕ запонкăсем е галстук. Çавăн пекех лаша сăнлă япаласемпе çуртасем те ăнăçлă парне вырăнне пулĕç.

Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.