Найти в Дзене

«Çав тери илемлĕ пурнăç»

Иртнĕ эрне кун шăпах çакăн пек ятпа иртрĕ Çтерлĕри патшалăх театрпа концерт пĕрлешĕвĕнчи (ÇПТКП) «Сарпи» эстрадăпа фольклор ансамблĕн 25 çулхи юбилейне халалланă уяв каçĕ. Республикăри пĕртен-пĕр профессиллĕ чăваш коллективĕн пултарулăхне хак пама, артистсене саламлама Пушкăртстанăн хули-районĕсенчен халăх йышлă пухăнчĕ. Уйрăмах Авăркас районĕнчен хăнасемпе куракансем йышлă пулнине палăртма кăмăллă. Çак пулăм ытахальтен мар, çичĕ çынран тăракан «Сарпи» ушкăнри пикесем пурте çак тăрăхран. Савăнăçлă лару-тăрура ÇПТКП директорĕ Харис Абдрахимов ансамбль коллективне тата уйрăм юрăçсене ПР Культура министерствин, Çтерлĕ хула округ администрацин Тав çырăвĕсем тата хула администрацин культура пайĕпе ÇПТКПăн Хисеп хучĕсене парса чысларĕ. Федераллă чăваш наципе культура автономи Канашĕн пайташĕ, ПР ЧНКА председателĕн çумĕ Владимир Яковлев артистсемпе ертÿçĕсен пултарулăхне палăртрĕ. Унăн аллинчен ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене Х

Иртнĕ эрне кун шăпах çакăн пек ятпа иртрĕ Çтерлĕри патшалăх театрпа концерт пĕрлешĕвĕнчи (ÇПТКП) «Сарпи» эстрадăпа фольклор ансамблĕн 25 çулхи юбилейне халалланă уяв каçĕ.

Республикăри пĕртен-пĕр профессиллĕ чăваш коллективĕн пултарулăхне хак пама, артистсене саламлама Пушкăртстанăн хули-районĕсенчен халăх йышлă пухăнчĕ. Уйрăмах Авăркас районĕнчен хăнасемпе куракансем йышлă пулнине палăртма кăмăллă. Çак пулăм ытахальтен мар, çичĕ çынран тăракан «Сарпи» ушкăнри пикесем пурте çак тăрăхран.

Савăнăçлă лару-тăрура ÇПТКП директорĕ Харис Абдрахимов ансамбль коллективне тата уйрăм юрăçсене ПР Культура министерствин, Çтерлĕ хула округ администрацин Тав çырăвĕсем тата хула администрацин культура пайĕпе ÇПТКПăн Хисеп хучĕсене парса чысларĕ.

Федераллă чăваш наципе культура автономи Канашĕн пайташĕ, ПР ЧНКА председателĕн çумĕ Владимир Яковлев артистсемпе ертÿçĕсен пултарулăхне палăртрĕ. Унăн аллинчен ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене Харис Абдрахимов, ансамблĕн илемлĕх ертÿçи Лира Файзуллина, «Сарпи» ушкăн ертÿçи Олеся Пескова тата Анна Данилова солистка илме тивĕç пулчĕç.

Çавăн пекех «Сарпи» ушкăнăн пикисене чĕрĕк ĕмĕрхи юбилей ячĕпе ПР чăваш культура обществин председателĕ Юрий Михайлов, Пишпÿлекри чăвашсен Канашĕн ертÿçи Сергей Михайлов, Çтерлĕри ЧНКА пуçлăхĕпе унăн çумĕ Оксана Федоровапа Людмила Маркина, «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов, Авăркас районĕнчи Таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн председателĕ Юрий Леонтьев, шуратăлçăсен ятĕнчен Геннадий Челпир çыравçă, ПР тава тивĕçлĕ артисчĕсем Елена Христофоровапа Руслан Сулейманов, ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Татьяна Кудрина (ансамблĕн пĕрремĕш ертÿçи) тата ытти чăваш хастарĕсемпе куракансем саламларĕç.

Залра пухăннă куракансене çак каç чăннипех хаваслă та асра юлмалли самантсем кĕтрĕç. Концерт программине тĕрлĕ çулсенче юрланă хитсем тата çĕнĕ юрăсем, çĕкленÿллĕ чăваш ташшисем илем кÿчĕç.

Юрий СНЕГОПАД. Çтерлĕ хули.