«Азамат-2025» Пушкăртстанри халăхсен искусствисен ачасемпе çамрăксен фестивалĕ 2025 çулхи декабрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче «Атайсал» республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕнче иртрĕ. Ăна «Дуслык» Тĕрĕк халăхĕсен этнокультура центрĕ, Ĕпхÿри чăваш наци культура автономийĕ, «Раççей халăхĕсен ассамблейи» регионти организаци йĕркелерĕç. Фестивале Пушкăртстанри 16 тĕрлĕ халăхăн 280 çамрăкпа ачи (вырăссемпе пушкăртсем, тутарсемпе чăвашсем, марисемпе армянсем, поляксемпе нимĕçсем, еврейсемпе узбексем, аварсемпе таджиксем, туркменсемпе кăркăссем, латышсем тата ыт. те) хутшăнчĕ. Кăçал «Азамат-2025» ачасемпе çамрăксен фестивалĕ вун виççĕмĕш хут иртрĕ. Ăна ачасемпе çамрăксенче наци хушшинчи килĕшĕве, туслăха çирĕплетес, ытти халăх культурисене хисеплеме вĕрентес, пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе ирттереççĕ. Раççейре кăçалхи çула Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсене халалланă май мероприяти Анора Султанова таджик юрăçи «Раççей» юрă юрланипе, «Дуслык» тĕрĕк халăхĕсен ача-пăча этнокультура центрне çÿрекен А
Халăхсен туслăхĕпе килĕшÿлĕхне çирĕплетекен фестиваль
9 декабря 20259 дек 2025
2 мин