Ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче аслă Çеçпĕлĕмĕр çуралнă кун, Чăваш Республикинчи Çеçпĕл Мишши фончĕн Халăхсем хушшинчи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн 2025 çулхи лауреачĕсем паллă пулчĕç. Вĕсем – Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕн гуманитари кафедрин профессорĕ, истори наукисен докторĕ Ирина Витальевна Сухарева-Саригель («Чăвашлăха аталантарассишĕн нумай çул çине тăрса тухăçлă ĕçленĕшĕн, наукăра, юрă-кĕвĕ ÿнерĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн») тата Санкт-Петербургри Чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валериан Анатольевич Гаврилов («Чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн, тĕрлĕ çулсенче Мурманск облаçĕнче тата Санкт-Петербургри чăвашсен пĕрлĕхĕсене ăнăçлă ертсе пынăшăн»). И.В. Сухарева Пушкăртстанри Авăркас районĕнчи Нукасак ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пушкăрт патшалăх университетĕнче истори факультетĕнчен тата аспирантурăран вĕренсе тухнă. 2004 çулта кандидат «Пушкăртстанри чăвашсен социаллă тата экономика аталанăвĕ (X