Хамăр патра та, республика тулашĕнче те «Сарпи» чăваш эстрадӑпа фольклор ансамблĕн ятне илтмен çын çук та пулĕ. Уйрăмах чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенче. Пушкăртстанри пӗртен-пӗр профессиллĕ чăваш ансамблĕ культура анинчи чи çутă çăлтăрсенчен пĕри шутланать. Кăçал ушкăн йĕркеленнĕренпе 25 çул çитрĕ. Юбилей каçĕ умĕн эпир унăн ертÿçипе Олеся Песковапа тĕл пулса калаçрăмăр.
– Чĕрĕк ĕмĕр хыçра. Çирĕплĕхе тĕрĕслекен пĕрремĕш утăмсене тунă тесен те юрать. Олеся Николаевна, ансамбль историйĕ хăçан пуçланнă? Унта камсем тăрăшнă?
– ПР Культура министерствин «Чăваш эстрада ушкăнĕ йĕркелесси çинчен» калакан хушупа килĕшÿллĕн Çтерлĕри патшалăх филармони никĕсĕ çинче Пушкăртстанра пĕрремĕш профессиллĕ чăваш ушкăнĕ – «Сарпи» эстрадăпа фольклор ансамблĕ – йĕркеленĕ. 2000 çулхи ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Чăваш культурин уявĕ» пĕрремĕш программăн хăтлавĕ иртнĕ. Пултаруллă юрăçсем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пухăннă. Профессиллĕ коллектив йĕркеленни Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсемшĕн савăнăçлă та вăрах вăхăт кĕтнĕ пулăм пулса тăнă.
Чăвашсене пĕр ушкăна пухса концертсем йĕркелес ĕçе чăваш наци культурин чăваш чунлă хастарĕсем пысăк тÿпе хывнă. Вĕсем – ПР тава тивĕçлĕ артисчĕ Елена Федорова, Ольга Иванова, Любовь Федорова, Анна Кириллова, Лира Губарева, Людмила Иванова, Алена Бормисова, Евгений Рязанцев тата Андрей Никифоров. Тĕрлĕ çулсенче ушкăна ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Татьяна Кудрина, Юрий Васильев, Зиля Зайнуллина, Лира Губарева ертсе пынă. 2008 çултан пуçласа паянхи кунччен çак тивĕçе эпĕ пурнăçлатăп.
Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла: ансамблĕн театр евĕр йĕркеленĕ концерчĕсенче чăвашсен авалхи йăли-йĕркисен вăрттăн илемĕ чĕрĕлет. Сцена çинчи асамлă ĕç-пуçра наци колоритне тĕрĕс палăртассинче РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Анатолий Музыкантовăн хореографийĕ тарăн йĕр хăварнă.
– Пĕр статьяра «Елена Федорова «Сарпи» – никĕсĕ, унăн амăшĕ» текен сăмахсене вуланăччĕ. Паянхи кун вăл тивĕçлĕ канура. Унпа çыхăнăва татман-и?
– Ку чăннипех те çапла. Елена Христофоровна нумай çул хушши куракансене хăйĕн илемлĕ сассипе, вырăнлă та пĕлсе усă курнă монологĕсемпе тыткăнланă, шÿтсемпе савăнтарнă. Паянхи кун ПР тава тивĕçлĕ артисчĕ ачисемпе мăнукĕсен тимлĕхĕпе киленсе пурăнать. Юбилей каçĕнче залра ларакансем унăн пултарулăхне курма, туйма пултарĕç.
– Ансамблĕн паянхи йышĕпе паллаштарсамăр?
– Паянхи кун куракансене хăйсен иксĕлми пултарулăхĕпе Анна Данилова, Татьяна Чехмаева, Наталия Спиридонова, Ляйсан Федорова, Кристина Довгалюк тата Диана Макеева савăнтараççĕ. Вĕсем профессиллĕ чăваш ансамблĕн тĕп тĕревĕ пулса тăраççĕ, малашлăх планĕсемпе пурăнаççĕ.
– 25 çул хушшинче сирĕн ансамбль пысăк çитĕнÿсем тунă, чылай конкурссемпе фестивальсене хутшăннă. Çакăн пирки кăштах каласа парсамăр?
– Паллах, çитĕнÿсемпе тивĕçлипех мухтанма пулать. Ансамбль пухмачĕнче Дипломсемпе Хисеп хучĕсем, Тав çырăвĕсем чылай. Эпир «Вокаллă Чăваш Ен», STAR FEST, «Шăпчăк сасси», «Кĕмĕл сасă» республика шайĕнчи, регионсем хушшинчи тата Пĕтĕм тĕнчери фестиваль-конкурссене тăтăшах хутшăнатпăр, Гран-присемпе парнеллĕ вырăнсене çĕнсе илетпĕр.
Ансамбль куракансен юратăвне Пушкăртстанра пурăнакансем хушшинче кăна мар, Раççейĕн ытти регионĕсенче те çĕнсе илнĕ. Сарписем Эрĕнпурпа Самар тата Чĕмпĕр облаçĕсенче, Мари-Элпа Тутарстан, Чăваш республикисенче пулнă. Кашни ял-хуларан тулли кăмăлпа, Хисеп хучĕсемпе таврăннă.
Чи пысăк çитĕнÿ вăл – «Сарпи» ушкăн хăйĕн хăйне евĕрлĕхне, чăваш культурине мĕнле юратнине çулсем иртсен те сыхласа хăварма, ăна çитĕнекен ăрăва пама пултарни.
– Вокал техникине лайăх пĕлнисĕр пуçне репертуара та пĕлсе суйласа илмелле. Çакăн пирки мĕн каланă пулăттăр?
– Пирĕн репертуар халăх тата эстрада юррисемпе пуян. Çав шутра Пушкăртстанри авторсен – Геннадий Челпирпе Лидия Шурçăл, Вера Фоминапа Владимир Петров – сăввисенчен хывнă илемлĕ юрăсем те пур.Вĕсене пурне те çакăншăн пысăк тав.
– Олеся Николаевна, эсир 17 çул хушши ансамбле ертсе пыратăр. Мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулма тиврĕ?
– Çак тапхăр хушшинче темĕн те пулнă. Анчах асра – пĕтĕмпех лайăххи. Репетицисем, репертуар суйлани, ташă композицийĕсем вĕренни чĕрере тарăн йĕр хăварнă. Паллах, кăткăс лару-тăрусем те сиксе тухнă. Апла пулин те ушкăнăн хастар та туслă пайташĕсем вĕсене татса пама пултарнă.
Хăй вăхăтĕнче каçхи концертсем пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннă. Вăхăт шунă май куракансене пухма йывăртарах пулчĕ. Çав вăхăтрах концерт планне никам та пăрахăçламан. Çавăнпа та ĕçĕн спецификине кăштах улăштарма тÿр килчĕ. Самана улшăнăвĕсем çĕнĕлле ĕçлеме хистерĕç.Эпир ача-пăча тата шкул программисен проектне хута ятăмăр. Пĕрремĕш программăна «Чăваш тĕнчине хывнă ача-пăча сукмакĕ» ятпа хатĕрлерĕмĕр. Пĕрремĕш цикл «Чăваш кĕввипе» çыхăннăччĕ. Кунта эпир ачасене чăваш халăхĕн шавлă инструменчĕсемпе паллаштартăмăр, пĕрле юрларăмăр. Гастрольсем вăхăтĕнче пĕртен-пĕр йывăрлăхпа тĕл пултăмăр - шкулсенче ачасем хăйсен тăван чĕлхине пĕлменни. Çавăнпа та программăна вырăсла куçарма тиврĕ. Çакă пирĕн чĕлхе çывăх вăхăтра çухалма пултарать текен шухăш патне илсе çитерчĕ. Хăрушă пулса кайрĕ. «Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет», – тенĕ Иван Яковлев.
– «Сарпи» ушкăн сцена çинче 25 çул. Çак тапхăрта, ĕнерхипе паянхине танлаштарсан, куракан улшăннă-ши?
- Концертсене йĕркелесси питĕ йывăр ĕç, çиелтен пăхсан кăна çăмăл пек туйăнать. Хăш-пĕри çапла шухăшлать те. Çак ĕçпе пĕрре те çыхланманни. Маларах каларăм ĕнтĕ, паянхи кун куракансене пухма йывăр. Афиша çакнисĕр пуçне мĕнле кăна йыхравламастăн: килти, кĕсьери телефонсемпе çыхăнса, интернета кĕрсе те. Анчах çынсене çемçе диван çинчен çĕклесе культура çурчĕ еннелле уттарасси – чăн-чăн терт.
Чăвашсем, тăван чĕлхене, культурăна пĕтме парас марччĕ! Эпир, «Сарпи» ансабль пайташĕсем, хамăр пултарулăх урлă янăравлă та çепĕç чĕлхене сыхласа хăварма тăрăшăпăр.
– Мĕн хавхалантарать сире ĕçре?
– Юратнă ĕç пурри хавхалану, вăй-хăват кÿрет. Юрă-кĕвĕ пирĕншĕн пысăк савăнăç. Сцена çинчен чăваш халăх юррисене юрлама пултарни кăмăла çĕклет. Залра ларакансен хавхаланупа, тав туйăмĕпе тулнă куçĕсене курни, вĕсем артистсене тăвăллăн алă çупса йышăнни малалла та тăрăшса ĕçлеме хавхалантараççĕ.
– Гастрольсемпе çыхăннă асра юлнă самантсем?
– Гастрольсем – тепĕр пĕчĕк пурнăç евĕр. Нумай çул пĕрле ĕçленĕрен коллектив та çемье пекех пулса тăрать. Гастрольсене чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, хаваспах тăвансем патне çула тухатпăр. Мĕншĕн тесен çакăн йышши тĕлпулусем çулталăкне 1-2 хут çеç пулса иртеççĕ. Çапла çĕнĕ çынсемпе паллашса туссен йышне ÿстеретпĕр. Юратнă куракансене курма вара уйрăмах кăмăллă.
Çуллахи гастрольсене пĕчĕк отпускпа танлаштарма пулать. Çул çинче тăван республикăн илемĕпе, çут çанталăкĕпе киленетпĕр.
– Мӗнле ӗмӗт-тӗллевсемпе пурăнатăр?
– Планра – пĕр вырăнта тĕпĕртетсе тăмасăр малалла ăнтăласси, аталанасси. Репертуара пуянлатасси те тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать. Ача-пăча тата шкул программисене ырласа йышăнни çĕнĕ мелсем шухăшласа кăларма хистет. Малашне те куракансене хамăр пултарулăхпа тĕлĕнтерме тăрăшăпăр.
– Олеся Николаевна, тавах сире, вăхăт тупса калаçма кăмăл тунăшăн, палăртса хунисем яланах пурнăçланччăр!
Ирида НОВИКОВА калаçнă.
Çтерлĕ хули.