Найти в Дзене

Медсестраран халăх ансамблĕн ертÿçи таран

Çак кунсенче Пелепей хулинчи «Илем» халăх ансамбль ертÿçи Нина Никитина хăйĕн 70 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ. Унăн пурнăçĕ çинчен кĕнеке çырсан та ытлашши пулмĕ. Тĕрлĕ профессие алла илнĕ, ертÿçĕ пулса нумай çул ĕçленĕ, çĕнĕлĕхсемпе пĕр тан пыракан ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕпе, РФ пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченĕпе, 10 çул тăршшĕ «Илем» ансамбль ертÿçи пулса тăрăшакан хĕрарăмпа çуралнă кунĕ умĕн курса калаçрăмăр. – Нина Константиновна, кăштах вулакансене хăвăр пурнăçăрпа паллаштарăр-ха? – Эпĕ 1955 çулхи ноябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Этĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăнти вăтам шкулта 9 класс вĕреннĕ хыççăн Туймазă хулинчи медицина училищинче фельдшер-акушер профессине вĕренсе тухрăм. Чăваш Енри Çĕнĕ Шупашкар хулин тĕп больницинче операци медсестри пулса ĕçлеме вырнаçрăм. Çакăнтах коммунистсен ретне тăтăм, çемье çавăртăм. Обществăлла ĕçе хутшăнасси çав çулсенчех пуçланчĕ. Вăл вăхăтра хулара ГЭС строительстви пыратчĕ, çамрăксемпе субботниксене йĕркелес ĕçе те илсе пыраттăм. – Сирĕн

Çак кунсенче Пелепей хулинчи «Илем» халăх ансамбль ертÿçи Нина Никитина хăйĕн 70 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ. Унăн пурнăçĕ çинчен кĕнеке çырсан та ытлашши пулмĕ. Тĕрлĕ профессие алла илнĕ, ертÿçĕ пулса нумай çул ĕçленĕ, çĕнĕлĕхсемпе пĕр тан пыракан ПР вĕрентÿ ĕç отличникĕпе, РФ пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченĕпе, 10 çул тăршшĕ «Илем» ансамбль ертÿçи пулса тăрăшакан хĕрарăмпа çуралнă кунĕ умĕн курса калаçрăмăр.

– Нина Константиновна, кăштах вулакансене хăвăр пурнăçăрпа паллаштарăр-ха?

– Эпĕ 1955 çулхи ноябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Этĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăнти вăтам шкулта 9 класс вĕреннĕ хыççăн Туймазă хулинчи медицина училищинче фельдшер-акушер профессине вĕренсе тухрăм. Чăваш Енри Çĕнĕ Шупашкар хулин тĕп больницинче операци медсестри пулса ĕçлеме вырнаçрăм. Çакăнтах коммунистсен ретне тăтăм, çемье çавăртăм. Обществăлла ĕçе хутшăнасси çав çулсенчех пуçланчĕ. Вăл вăхăтра хулара ГЭС строительстви пыратчĕ, çамрăксемпе субботниксене йĕркелес ĕçе те илсе пыраттăм.

– Сирĕн пурнăç тăршшĕпе тĕрлĕ профессие алла илме тивнĕ. Çавăн çинчен каласа парсамăр пире.

– 1982 çулта çемьепе тăван республикăна – Пушкăртстана, Пелепей хулине таврăнтăм. Пĕчĕк ывăлăма ача садне вырнаçтарас тесе Пелепей хулинчи «Сказка» ача садĕнче ясли ушкăнĕнче сестра-воспитатель пулса ĕçлеме тытăнтăм. Ĕçленĕ май Пушкăрт патшалăх педагогика институтĕнче шкулчченхи вĕренÿ факультетĕнче куçăн мар мелпе вĕрентĕм. Çапла майпа воспитатель пулса тăтăм. 1995 çулта «Аленький цветочек» ача садне методист пулса вырнаçрăм, каярах сад заведующийĕ пулма шанчĕç. 2004 çултан пуçласа вĕренÿ управленийĕнчи шкул çулчченхи вĕрентÿ уйрăмĕнче ĕçлеме пуçларăм. Шкул çулчченхи ачасене наци тата экологи воспитанийĕ парас ыйтусем çине ытларах тимлĕх уйăраттăмăр. Çапла майпа тăватă ача садĕнче (виççĕшĕ Пелепейĕнче, пĕри Приютово поселокĕнче) чăваш ушкăнĕсем уçрăмăр. Ача сачĕсенче наци воспитанийĕ парас ĕçри опыта кăтартма Белорецк, Сибай хулисене, шкулчченхи вĕрентĕве тĕрлĕ формăсене кĕртессипе çыхăннă опытпа паллаштарма Чулхулана кайнăччĕ. Экологи воспитанийĕпе республика шайĕнче иртнĕ семинарта «Аленький цветочек» ача сачĕн территоринче тата ун тулашĕнче йывăç лартассипе акци ирттерни халĕ те асра. Паянхи кун çав кашласа ларакан йывăçсем чуна савăнтараççĕ. Шкул çулчченхи уйрăм ертÿçи пулнă май тивĕçлĕ курссем иртсе, экзамен тытса республикăри Обрнадзор комиссин членĕ пултăм, вĕренÿ учрежденийĕсен аттестацийĕсемпе аккредитацийĕсене ирттереттĕмĕр.

– Ытларах шкул çулчченхи ачасене воспитани паракан учрежденисенче ĕçлеме тÿр килнĕ. Мĕнле сăмахсемпе хак паратăр эсир çак ĕçлĕ çулсене?

– Шкул çулчченхи вĕрентÿ ĕçĕнче тăрăшнă май хăйсен ĕçне парăннă профессионалсемпе ĕçлеме телей пÿрчĕ. Ача сачĕн заведующийĕсен хул пуççийĕсем çине нумай ĕç тиеннĕ, халĕ те тиенет, вĕсен хăйсен интересĕсене хÿтĕлеме, учрежденисене хупассинчен те хăтарса хăварма тивнĕ. Укçи-тенки çитмесен те пĕлтерĕшлĕ мероприятисемпе занятисене çÿллĕ шайра ирттернĕ, шăпăрлансене гражданпа патриотла воспитани пама тăрăшнă. Пелепей районĕн ача сачĕсем хула, район, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса мала тухатчĕç. Хам сĕннĕ пуçарусене ача сачĕн заведующийĕсем те, аслă воспитательсем те ырласа йышăнатчĕç, пурнăçа кĕртме пулăшатчĕç. Çавăншăн вĕсене пысăк тав. Тĕрлĕ хулари ача сачĕсенче пулса курма, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма тÿр килнĕ, Пелепей хулипе районĕнчи ача сачĕсем ыттисенчен пĕртте кая мар тесе çирĕплетсех калама пултаратăп.

– Мĕнле майпа «Илем» ансамбль ертÿçи пулса тăтăр? Ансамбль историйĕ çинчен кĕскен каласамăр.

– «Илем» ансамбль 1995 çулхи февраль уйăхĕнче Пелепей районĕнчи К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш культура пĕрлĕхĕ пуçарнипе йĕркеленнĕ, унăн пĕрремĕш ертÿçи Пелепейĕнчи педагогика училищин преподавателĕ Владимир Гордеев пулнă. Маларах репертуарта ытларах автор тата Совет Союзĕн композиторĕсен юррисем пулнă. 2008 çулта Наталья Ахмадиева ертÿçĕ пулсан чăваш халăхĕн фольклор юрри-ташши, йăли-йĕрки кĕнĕ. Ансамбле мĕн йĕркеленнĕренпех çÿретĕп. 2015 çултанпа унăн ертÿçи шутланатăп.

– «Илем» фольклор ушкăн репертуарĕнче – халăх юррисем. Ăçтан тупатăр эсир авалхи пурнăçа сăнлакан, чуна пырса тивекен юрăсене?

– Авалхи юрăсене аттепе анне, хуняма лайăх пĕлетчĕç, хам çавсенчен вĕренсе юлнă. Ансамбле çÿрекенсем вара хăйсен тăванĕсенчен вĕренеççĕ. Тĕрлĕ ялсенче концертсемпе пулнă май вырăнти ватăсенчен ыйтса пĕлетпĕр, çырса илетпĕр. Пĕрре çапла Ф. Н. Вуколов-Эрлик юрă кĕнекинчен илнĕ «Шур перчетке» юрă пире Шупашкарти чăваш радио конкурсĕнче çĕнтерÿ илсе килчĕ. Нумай пулмасть «Земля предков» Ик тăрăхĕнчи халăхсен пултарулăхĕн регионсем хушшинчи фестивале, Тутарстанри Петĕр Хусанкай çуралнă Сиктĕрме ялĕнче иртнĕ Раççей шайĕнчи Уява хутшăнтăмăр.

– Искусствăна, юрра-кĕвве парăннă çыннăн час-часах мероприятисенче, çул çÿревре пулма тÿр килет. Кун пек чух килте лайăх тыл пулни питĕ кирлĕ.

– Килте мана Влас Александрович мăшăрăм кĕтет. Вăл манăн чун киленĕвне, пуçарусене ырласа йышăнать. Час-часах каçпа концертсенче, çул çÿревре пулма тÿр килнине ăнланать, çула тухас умĕн япала пуçтарма та пулăшать, яланах килте ăшă апатпа кĕтсе илет. Çаплах ывăлпа хĕр, сакăр мăнук пулăшăвне те туйсах тăратăп.

– Тавтапуç, Нина Константиновна, ыйтусем çине хурав панишĕн, тимлĕх уйăрнишĕн.

Нина Константиновна Никитинан пурнăç çулĕ анлă та кăсăк. Хăй пурнăçне хăй тăрăшнипе йĕркеленĕ. Медсестраран вĕрентÿ управленийĕн шкул çулчченхи уйрăм ертÿçи таран çитнĕ. Ертÿçĕ пулнă май ĕçри кулленхи çивĕч ыйтусене вăхăтра татса пама, ĕçлекенсемпе пĕр чĕлхе тупма, çĕнĕлĕхсемпе пĕр тан пыма тăрăшнă. Паллах, сахал мар шăпăрлан унăн алли витĕр иртнĕ. Унăн ĕнерхи воспитанникĕсем, ĕçтешĕсем пĕрле пулнă вăхăтсене ырăпа çеç аса илеççĕ.

Инга АЛЕКСЕЕВА калаçнă.

Пелепей хули.