Найти в Дзене

Виталий Захаровăн ĕçĕсемпе республика ертÿçи те паллашнă

Ĕпхÿ хулинче октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне халалласа «Пушкăртстан халăхĕсем» курав иртнĕ. Унта халăх тумĕсемпе, «Тамга» конкурс çĕнтерÿçисен ювелир эрешĕсемпе, пир-авăр панносемпе, кавир-палассемпе паллаштарнă. Тĕрлĕ-тĕрлĕ йышши экспонатсем хушшинче Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи Виталий Захаров халăх ăсти хăй аллипе тунă чăваш кĕвĕ инструменчĕсен экспозицийĕ уйрăмах куçа илĕртнĕ. Халăх ăстин ĕçĕсемпе регион ертÿçи Радий Хабиров та паллашма кăмăл тунă. Çакă Виталий Николаевичăн ĕçĕсене тивĕçлипе хак панине çирĕплетет. В.Н. Захаров Пушкăртстан халăхĕсен хăйне евĕрлĕ культура йăли-йĕркисене упраса хăварас ĕçе калама çук пысăк тÿпе хывать. Унăн ĕçĕ – ахаль ремесла çеç мар, ăрусен чĕрĕ çыхăнăвĕ. Надежда РОДИОНОВА.

Ĕпхÿ хулинче октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче Халăхсен пĕрлĕхĕн кунне халалласа «Пушкăртстан халăхĕсем» курав иртнĕ. Унта халăх тумĕсемпе, «Тамга» конкурс çĕнтерÿçисен ювелир эрешĕсемпе, пир-авăр панносемпе, кавир-палассемпе паллаштарнă.

Тĕрлĕ-тĕрлĕ йышши экспонатсем хушшинче Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнчи Виталий Захаров халăх ăсти хăй аллипе тунă чăваш кĕвĕ инструменчĕсен экспозицийĕ уйрăмах куçа илĕртнĕ.

Халăх ăстин ĕçĕсемпе регион ертÿçи Радий Хабиров та паллашма кăмăл тунă. Çакă Виталий Николаевичăн ĕçĕсене тивĕçлипе хак панине çирĕплетет.

В.Н. Захаров Пушкăртстан халăхĕсен хăйне евĕрлĕ культура йăли-йĕркисене упраса хăварас ĕçе калама çук пысăк тÿпе хывать. Унăн ĕçĕ – ахаль ремесла çеç мар, ăрусен чĕрĕ çыхăнăвĕ.

Надежда РОДИОНОВА.