Пишпÿлек районĕнчи черетлĕ «Кĕр сăри» йăла-йĕрке уявĕ сумлă хăнасене кĕтсе илнинчен пуçланчĕ. Вăл октябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче яланхи пекех райоти Тĕп культура çуртĕнче иртрĕ, çак тăрăхри мĕнпур чăваш ялĕсенче пурăнакан йăхташсене пуçтарчĕ. – Вун тăватă тĕрлĕ чăваш сăрине астивсе пăхнă хыççăн хăшĕн тутлăрах пулнине уйăрса илме питĕ те йывăр пулчĕ. Анчах та кашни ăста çак ĕçе (сăра вĕретессине) чунне парса туни сисĕнет, ахăртнех, кашнинех хăйĕн авалтан килекен рецепчĕ пур пулмалла. Иртнине паянхи кунпа çыхăнтарни çакăнта та палăрать. Çакă ырă пулăм, – терĕ район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов «Чăваш сăри» конкурса хутшăннисен ĕçне хак панă май. Вăлах кĕске сăмах каласа «Кĕр сăри» уявне уçрĕ, пултаруллă чăваш хастарĕсене Ольга Иванована, Людмила Романована тата Римма Андреевана Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Çав вăхăтрах ялсенчен килнĕ делегаци ертÿçисем çут çанталăка, çÿлти Турра кĕр мăнтăрĕшĕн тав туса ăшă сăмахсем каларĕç. Ун хыççăн хăнасем кашни ялăн тулли те пуян уяв сĕтелĕсене хак п