Найти в Дзене

Кайраклăра хушпу тумалли мастер-класс ирттернĕ

Элшей районĕнчи Кайраклă ялĕнчи клубпа библиотека ĕçченĕсем Наталья Федотовапа Елизавета Герасимова тата «Пилеш» фольклор ушкăнĕн хастарĕсем «Фольклор пуçаруçи – халăх» пĕлÿ паракан мероприяти йĕркеленĕ. Унта Наталья Петровна «Хушпу – чăваш наци пуç тумĕ» мастер-класс ирттернĕ. Шлем евĕр калпак мĕнрен тăнине тишкернĕ, ăна мĕнле çĕленине, ун çумне мĕнле майпа тенкĕсем, шăрçасем, вĕтĕ шăрçаран пуçтарнă эрешсем çĕлесе хунине ăнлантарса тата кăтартса панă. Сăмах май каласан, «Пилеш» фолькор ансамбль пайташĕсем хушпусене, пуçа çыхмалли шăрçаллă косынкăсене хăйсемех ăсталаççĕ. Пирĕн мăн асанне-кукамайсем мĕнле юрăсем юрланине, вăйă картисене тăнисене каласа панă. Мероприятие хутшăннисем клубри тата библиотекăри «Пирĕн мăн асаннесен алă ăшши» этнографи кĕтесĕсене кайса курнă. Курава чăваш хĕрарăмĕн ĕлĕкхи пир кĕпине, çăпатасем, кĕнчеле, тĕрленĕ картинăсем, ал шăллисем, çыхнă палассем, косынкăсем, нускисем, тапочкăсем, перчеткесем, теттесем тата ытти япаласене тăратнă. Мероприяти ырă кăмăллă т

Элшей районĕнчи Кайраклă ялĕнчи клубпа библиотека ĕçченĕсем Наталья Федотовапа Елизавета Герасимова тата «Пилеш» фольклор ушкăнĕн хастарĕсем «Фольклор пуçаруçи – халăх» пĕлÿ паракан мероприяти йĕркеленĕ. Унта Наталья Петровна «Хушпу – чăваш наци пуç тумĕ» мастер-класс ирттернĕ.

Шлем евĕр калпак мĕнрен тăнине тишкернĕ, ăна мĕнле çĕленине, ун çумне мĕнле майпа тенкĕсем, шăрçасем, вĕтĕ шăрçаран пуçтарнă эрешсем çĕлесе хунине ăнлантарса тата кăтартса панă. Сăмах май каласан, «Пилеш» фолькор ансамбль пайташĕсем хушпусене, пуçа çыхмалли шăрçаллă косынкăсене хăйсемех ăсталаççĕ.

Пирĕн мăн асанне-кукамайсем мĕнле юрăсем юрланине, вăйă картисене тăнисене каласа панă. Мероприятие хутшăннисем клубри тата библиотекăри «Пирĕн мăн асаннесен алă ăшши» этнографи кĕтесĕсене кайса курнă. Курава чăваш хĕрарăмĕн ĕлĕкхи пир кĕпине, çăпатасем, кĕнчеле, тĕрленĕ картинăсем, ал шăллисем, çыхнă палассем, косынкăсем, нускисем, тапочкăсем, перчеткесем, теттесем тата ытти япаласене тăратнă. Мероприяти ырă кăмăллă та ăшă лару-тăрура иртнĕ.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Элшей районĕ, Кайраклă ялĕ.