Ленинград облаçĕнчи Туслăх çуртĕнче Максим Кузнецовăн «Эпĕ чăвашла калаçатăп. Чувашский язык с нуля: Самоучитель для начинающих» кĕнекен хăтлавĕ иртнĕ. Асăннă кĕнеке Тутарстан Республикин Хусан хулинчи кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă. Авторĕ Раççей наукăсен академин (РАН) Хусанти наука центрĕн нумай факторлă гуманитари анализĕ тата когнитивлă филологи лабораторин ăслăлăх ĕçченĕ, çамрăк ăсчах-лингвист, куçаруçă, журналист, поэт. Маларах унăн «Русские черты в вепсском синтаксисе» (2018), «Коренные народы Ленинградской области и их современные праздники» (2021), «Татарский язык с нуля: самоучитель для начинающих» (2022), «Elo» (сборник стихов на вепсском языке, 2023) кĕнекисем тухнă. Чăваш чĕлхине хăв тĕллĕн вĕренмелли çĕнĕ кĕнеке Тутарстан Республикин Пуçлăхĕ Рустам Минниханов çумĕнчи тутар тата Тутарстанра пурăнакан ытти халăхсен тăван чĕлхисене упраса хăварассипе, аталантарассипе ĕçлекен комисси (председателĕ – Марат Ахметов) пулăшнипе Хусанти наука центрĕн лабораторинче «Тутар
Чăваш чĕлхине пĕлмен çын та ăна хăвăрт алла илме пултарĕ
7 октября7 окт
2 мин