Октябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче Ҫтерлӗ хулинчи 62№ ача садӗнче шăпăрлансем хушшинче «Туган илем – иркә гөлем» («Тӑван енӗм – чечеклĕ çĕршыв») чăвашла тата тутарла сӑвӑ вулассипе конкурс иртнӗ. Ăна хула администрацин вĕренÿ уйрăмĕ тата «Информаципе методика центрĕ» шкул çулне çитмен ачасене пĕлÿ паракан муниципаллă учреждени йĕркеленĕ. Мероприятие Республика кунне халалланă. Конкурс положенийĕпе килĕшÿллĕн, ачасем тăван тăрăхри çут çанталăкпа, хулапа, республикăри паллă пулăмсемпе, тăван чĕлхепе çыхăннă хайлавсене вулама пултарнă. Çавăн пекех кăçалхи юбиляр-поэтсен сăввисене те жюри умне кăларма ирĕк панă. Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ вара илемлĕ вулав вăхăтĕнче çамрăк талантсене тупса палăртасси, вĕсене эстетика воспитанийĕ парасси, илемлĕ литературăн пĕлтерĕшне хаклама вĕрентесси пулса тăнă. Виçĕ çултан пуçласа ултта çитнĕ 36 шăпăрлан чӑваш тумӗсӗм тӑхӑнса, сӑвӑсем каласа, хӑйсене хăюллă та сăпайлă тытса жюри членӗсене тыткӑна илнĕ. Вĕсенчен пĕри, тăватă çулхи Полина Антипова, икĕ сăвă вуланă – чăв
Шăпăрлансем илемлĕ вулав урлă тăван тăрăха юратма хăнăхаççĕ
14 октября14 окт
1 мин