Октябрь уйăхĕн 13-мĕшĕ Пушкăртстан историйĕн страницинче хурлăхлă пулăмпа çырăнса юлчĕ. Çак кун Çтерлĕ хулинче пурăннă Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, 103 çулхи Николай Михайлович Ефимов, пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Хурлăхлă хыпара пире Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн пресс-секретарĕ Людмила Маркина пĕлтерчĕ. Николай Михайлович Ефимов 1921 çулхи февраль уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çтерлĕ районĕнчи Ямансас ялĕнче çуралнă. Вырăнти тата Треппелти вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан тăшмана хирĕç кĕрешме тухса кайнă. Йывăр аманнă. 1945-1970 çулсенче Гафури районĕнчи Мрак ялĕнчи çичĕ класлă шкулта истори учителĕ тата завуч пулса ĕçленĕ. 1970-1992 çулсенче Авăркас тăрăхĕнчи Шланлă вăтам шкулĕнче истори учителĕ, каярах завуч тивĕçĕсене пурнăçланă. Куçăн мар мелпе Эрĕнпурти патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II степень орденĕпе, III степень Мухтав орденĕпе, медальсемпе