Сентябрь уйăхĕн вěçěнче пирěн аннен Кармаскалă тăрăхĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче пурăнакан Антонида Евдокимовна Петрован (Зайкина) çуралнă кунě – кăçал вăл 85 çул тултарать. Çак çула çитсен те вăл ырă кăмăллă, хастар пурнăç позициллě. Вулама-çырма юратать, пахчара та ěçлет, выльăхсене пăхма та ěлкěрет.
– Çут тěнчене килнĕренпе 85 çул пулать ěнтě, хама телейлě пурнăç пурăнса ирттертěм тесе шутлатăп.
Эпě 1939 çулта Авăркас районěнчи пысăк та илемлě Мăйлăпукан ялěнче çуралнă. Атте вăрçа тухса кайнă чухне пěчěк пулнă-ха. Вăл Кирук тетене вăйлă аллисемпе юлашки хут çÿле çěклесе сывпуллашнине çеç астăватăп. Анне алă ěçне питě ăстаччě. Маçей аслă тетепе Матрÿне аппа пулăшмалăх пулнă пирки вăрçă çулĕсенчи йывăрлăхсене парăнмасăр кěçěн ачисене ура çине тăратма пултарчĕ.
1947 çулта хамăр ялти çичě класлă шкула пěрремěш класа кайрăм. Ăна пěтернě хыççăн Пишкайăнти вăтам шкулта вěренме пуçларăм. Ăшă кунсенче килтен çуран çÿреттĕм, хваттерте пурăнма хаклă тухатчě.
Вунă класс пěтернě хыççăн Толбазă