Июль уйăхĕн 13-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Толбазă ялĕнче «Уяв – 2024» чăваш халăх уявĕ иртнĕ. Вăл республикăри тĕрлĕ районсемпе хуласен, Чăваш Республикин, Мускавпа Пенза облаçĕсен делегацийĕсене пуçтарнă. Ырă йăлапа хисеплĕ хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Ун хыççăн вĕсем ял Канашĕсем лартнă юртăсене çитсе курнă. Фестивале хутшăнакансем хăйсен фольклор ансамблĕсемпе, халăх ăстисем туса хатĕрленĕ япаласемпе, тĕрлĕ сăйсемпе паллаштарнă. Лартса тухнă сĕтелсем çинче ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксене пулăшакан волонтерсен, Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн выставкине йĕркеленĕ.
Тĕрлĕ чечексемпе илемлетнĕ сцена çинче хаваслă ташăсем ташланă, халăх йăли-йĕркисемпе юмахĕсене кăтартнă. Мероприяти вăхăтĕнче районти чăваш халăхĕн хисеплĕ шурсухалĕ Николай Васильев çанталăк лайăх, тухăç пуян пултăр тесе пехилленĕ. Ун хыççăн пуçтарăннисем пурте пĕрле йăла-йĕрке юррине шăрантарнă.
Официаллă пай хыççăн юрă-кĕвĕ шăрантаракансен конкурсĕ пуçланнă. Жюри членĕсен тивĕçĕ çăмăл п