Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнчи шкулта нумай çултанпа Çар Мухтавĕн истори музейĕ ĕçлет. 2023 çулта шкулта (директорĕ – Инга Александровна Кузьмина) тĕп юсав ĕçĕсем ирттерчĕç. Çавна май музей те çĕнелчĕ: çĕнĕ витринăсем, стендсем, паха истори материалĕсене упрамалли çÿлĕксем вырнаçтарчĕç. Музей Совет Союзĕн Геройне Григорий Семенович Васильева халалланă экспонатсемпе пуян. Вăл Воронеж облаçĕнчи Анат Турово ялне ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Ăна Воронеж облаçĕнчи Хохол ялĕ çывăхĕнчи тăванла вилтăприне пытарнă. Эпир унăн ятне чыслăн упратпăр. СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1943 çулхи апрель уйăхĕн 28-мĕшĕнчи указĕпе килĕшÿллĕн Григорий Семенович Васильева вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Чăваш паттăрне асра тытса Алтай тăрăхĕнчи Бийск хулинчи, Воронеж облаçĕнчи Анат Турово ялĕнчи тата хăй çуралса ÿснĕ Тинĕскÿл ялĕнчи урамсемпе пионер дружинисене Григорий Васильев ятне панă, бюстсемпе палăксем вырнаçтарнă.
Çавăн пекех музейра Афган, Чечен вăрçисе