«Урал сасси» хаçатăн 2023 çулхи 28№ эпир «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи манăн çемье историйĕнче» статья пичетлесе кăларнăччĕ. Унăн авторĕ, Евгений Куропатков, вулакансене хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарать, ашшĕпе амăшне ăшшăн аса илет, вăрçă кунĕсене куç умне кăларса тăратать… Вăрçă ветеранĕ 1923 çулта Пушкăртстан Республикинчи Толбазă салинче çуралнă. Евгений çичĕ çул тултарсан Куропатковсен çемйи Мускава куçса кайнă. Халĕ сумлă ватă çĕршывăн тĕп хулинче пурăнать. Евгений Петрович Авăркас районĕнчи Пишкайăн ялĕнчи Никольский чиркĕвĕн настоятелĕ пулнă Архип Васильевăн мă нукĕ пулать. Вăл 1937 çулта репрессие лекнĕ.
Евгений Куропатков паянхи кун та çуралнă кĕтесĕпе, Пушкăртстанри тăванĕсемпе çыхăну тытать. Вăл Пишкайăн ялĕнчи Никольский ячĕллĕ чиркĕве хăпартнă çĕре пысăк тÿпе хывнă: сăваплă çуртăн стенисене хăпартма, унăн тăррине витме, алăксем туянма, шалти якату-илемлетÿ ĕçĕсене пурнăçлама, чиркĕвĕн иккĕмĕш чанне шăратма нумай укçа-тенкĕ панă.
Евгений Петрович хăй пурнăçне çар службине халалл